Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермăсенче лайăх ĕçлеççĕ

31 марта 2017 г.

Фермăсенче лайăх ĕçлеççĕ

Çуркуннен малтанхи уйăхĕ хыçа юлса пырать. Уй-хирсем юртан тасалчĕç тесен те йăнăш мар. Çавна май Тушкил ял тăрăхĕнче пурăнакансем выльăхсене хĕл мĕнле каçарнипе, тата техникăна çуракине хатĕрленипе интереслентĕмĕр ытларикун. Район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Красновпа, Е. Михайлова тĕп специалистпа пĕрле Тушкил ялĕнче пултăмăр.
Алексеев хресчен фермер хуçалăхĕнчи фермăра хĕрлĕ киккириклĕ автан, çуначĕ- сене çапса, авăтса кĕтсе илчĕ пире. “Килĕрех-кĕрĕр, малалла иртĕрех”, - терĕ пулас. Кĕçех икĕ арçын хирĕç утса килнине асăрхарăмăр. А.Семеновпа Н.Садовников иккен, выльăхсене апатлантарма пулăшаççĕ. “Му-у-к, му-у-ук”, - ачашшăн ĕнĕрлет ак, пăру. “Мана тытса юратăр-ха”, - тесшĕн-ши тин кăна кун çути курнă выльăх е сĕт ĕçесшĕн-ши пĕчĕкскер. Кăçал пилĕк пăру илнĕ те вĕсем, ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен пысăкрах. Юрий Алексеевич Алексеев çитсе кĕчĕ витене кĕçех. Яланхи пекех, вашават утать вăл, хаваслă калаçать. “Тивĕçлĕ канура пулин те уйрăлас килмест-и юратнă ĕçрен; Çакнашкал йывăр ĕçсĕр пуçне çăмăлраххи тупаймарăр-и чунăра кантарма”, - ыйтрăм ертÿçĕрен.
-Кунтан тасарах, хисеплĕ-рех, сумлăрах ĕç çук пуль ялта. Ĕмĕре ирттернĕ эпĕ ял хуçалăхĕнче, килте алăсене усса ларас килмест, _ пулчĕ хурав.
Ку хресчен фермер хуçалăхне йĕркелени нумаях мар пулин те, ÿсĕмĕсем пур унăн. Маларахри çул 13 сăвакан ĕне кăна пулнă вĕсен, халĕ - 18. Вĕсене Валентина Кузьмина доярка пăхать. Пĕр ĕне пуçне 8-17 килограмм сĕт сунă икĕ уйăхра. Шултра мăйракаллă 41 выльăх, 3 лаша пур кунта. Тислĕк тасатакан агрегат хăйĕн тивĕçĕсене начар мар пурнăçлать пулас, вите урайĕ таса, типĕ.
Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнчен тухас та килмест. Çемье ферминчи ĕçсене Н.Федорова управляющи йĕркелесе пырать. Кунта кашни çын хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, ахаль тăракан çук.
Механизаторсем хăйсене шанса панă техникăна пикенсех юсаççĕ. Акă, Владимир Ильич Алексеева çĕнĕ тракторпа ĕçлеме сĕннĕ Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнче. Хăйĕн тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать арçын. Ыттисем те ырă тĕслĕх илеççĕ унран.
Шултра мăйракаллă 722 выльăх пăхаççĕ кунта, çав шутра 350-шне сăваççĕ. Аш-какай кăçал 2 уйăхра 3 тонна туса илнĕ, сĕт - 247,7 тонна. Кашни ĕнерен вăтамран пĕр уйăхра 785 килограмм сĕт сăваççĕ тушкилсем, районĕпе 847 килограмм.
Витесенче таса, техĕмлĕ шăршăллă апат çиекен ĕнесем лăпкă тăраççĕ. Сăмсисене малалла тăсса шăршлаççĕ пикенсех ав, хăйсене пăхакансене таçтанах сисеççĕ ĕнтĕ выльăхсем. Н.Степанова, Н.Петрова, Р.Тямакова, Л.Камасева, Е.Жуковская, В.Григорьева тата ыттисем кăштăртатаççĕ ĕнесемпе пăрусем патĕнче. Пурĕ 15 çын кулленхи ĕçсене тума ĕлкĕреççĕ çемье ферминче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика