Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пулчĕç

29 марта 2017 г.

Кĕтеснер ялĕнче культура ĕçченĕсен кунĕнче пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пулса иртрĕç: шкулти музейра аслă класра вĕренекенсемпе уçă урок тата ялти культура çуртĕнче сывлăхпа спорт кунне ирттерчĕç. Вĕсене иккĕшне те хамăр ентеше, пĕрремĕш класлă летчик-тĕпчевçе, тĕнче спорт мастерне, самолетпа вĕçессипе 5 хутчен тĕнче рекордсменĕ пулнă А.Захаров полковника халалланă. Уява хутшăнма Хусан хулинчен унăн ывăлĕсем - Н.Захаров врач тата И.Захаров летчик килнĕ.

Шкулти музейра Хусан хăнисемсĕр пуçне вĕрентекенсем, ветерансем, ял çыннисем пухăнчĕç. Уçă урока шкул директорĕ М.Краснова ирттерчĕ. Вăл пухăннисене А.Захаров пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, хăнасене асăнмалăх сувенирсем пачĕ. Николайпа Игорь ывăлĕсем ашшĕне çапла чыс тунăшăн шкул дирекцине, ял халăхне тав турĕç, шкула принтер, вертолет макечĕ парнелерĕç.
Сывлăхпа спорт кунне вырăнти депутатсен Пухăвĕн председателĕ А.Скворцов уçрĕ. Унтан шкул директорĕ М.Краснова, Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Николаев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Васильев, хаклă хăна Н.Захаров сăмах каларĕç. Ялти библиотека çумĕнчи "Ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем" клуб ертÿçи С.Скворцова сывлăха упрама, клуб ĕçне хутшăнма сĕнчĕ. Унтан "Россия-чемпион" юрăпа флешмоб пуçланчĕ. Фойере теннисла, залра кире пуканĕ йăтассипе, сцена çинче шашка-шахмат турнирĕсем иртрĕç. Теннисла выляса Р.Константинов - пĕрремĕш, С.Ломоносовпа В.Васильев иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Кире пуканĕ çĕклессипе Анжелика Андреева, Антонина Андреева, Е.Васильева çĕнсе илчĕç; арçынсем хушшинче - А.Скворцов, И.Николаев, В.Васильев тивĕçрĕç. Шашка-шахмат турнирĕнче шкул ачисем уйрăмах активлă пулчĕç. Д.Григорьев çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - А.Степановпа Д.Максимов. В.Сергеев, Е.Пегеев, Е.Афанасьева çамрăк шахматçăсене палăртмалла.
Уяв вĕçленнĕ хыççăн çакна калама пулать. Мероприятисене тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев малашне уйăхсеренех сывлăхпа спорт кунне ирттерессине йăлана кĕртесси пирки каланăччĕ. Культура çуртĕнчи мероприяти асăннă хушупа килĕшÿллĕн пулса иртрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ЯКОВЛЕВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика