Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Центр пулăшать

25 марта 2017 г.

 

Районти нумай функциллĕ центр вак тата вăтам бизнеса тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать:

- Федерацин «Раççей Федерацийĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕн переченьне кĕртнĕ куçман пурлăх çинчен информаципе тивĕçтереççĕ;

- вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене таварсем, ĕçсем, пулăшусем, çав шута инновациллĕ тата пысăк технологиллĕ продукци туянма хутшăнассине йĕркелесси çинчен информаци параççĕ;

- вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене укçа-тенкĕ енчен пулăшмалли условисемпе формăсем çинчен информаципе тивĕçтереççĕ;

- Федерацин «Уйрăм юридика сăпачĕсем таварсем, ĕçсем, пулăшусем туянмалли çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем сутакан таварсемпе ĕçсен, пулăшусен калăпăшĕпе номенклатури çинчен информаци параççĕ;

- Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене паракан пулăшусем çинчен информаципе тивĕçтереççĕ.

Пулăшусем илес тесен, предприниматель нумай функциллĕ центра заявлени çырмалла, унăн хăйĕнпе пĕрле паспорт тата уйрăм предприниматель е юридика сăпачĕ тесе регистрациленĕ свидетельство пулмалла.

Информацие тĕплĕнрех 2-57-09 телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.

Л.ВИКТОРОВА,
çынсене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан нумай функциллĕ центр ертÿçи.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика