Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулĕсем аслăлансан та алă усса лармаççĕ

21 марта 2017 г.

Красномайскинчи Леонтьевсем ĕçчен те тăрăшуллă çынсем пулни урамранах сисĕнет: хăтлă çурт, кирпĕчрен купаланă хуралтă... Выльăх- чĕрлĕхне те йышлă тытаççĕ, хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсенче çĕр улми, вăрлăх сухан, нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтереççĕ. Çемьере ку ĕç _ санăн, ку _ манăн, тесе калас йăла çук. Пурте пĕрле килĕштерсе тар тăкаççĕ, пус çумне пус хушса алă-ура çавăрса пыраççĕ.

Эпир пынă чухне те кил хуçи _ Аркадий Викторович _ шăпах витене тухма ха- тĕрленнĕччĕ. Сăмах май, виçĕ ĕне, икĕ пăру, сыснасем, чăх-чĕп усраççĕ. Маларах ытларах та пулнă: пĕр вăкăрпа тынине нумай пулмасть сутса янă. Куллен 58 килограмран кая мар сĕт патшалăха сутаççĕ. Паян иккĕшне кăна сунăран 40 килограмм ытларах тухса параççĕ.

Аркадий Викторовичпа Людмила Михайловна 52 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ канăва кайичченех хуçалăхра тăрăшнă. Çемье пуçĕ салтака кайиччен фермăра, бригадăра вăй хунă. Çарта водителе вĕреннĕ, унтан таврăнсан 1962 çулта машина рулĕ умне ларнă. Хĕлĕн-çăвĕн çул çỹренĕ. Удобрени, тырă, кăмрăк турттарнă. Çумăр çуманнипе курăксем те йĕркеллĕ çитĕнеймен çул Казахстана çити утă илме кайнă.

Мăшăрĕ, Кушкă хĕрĕ пулнăскер, бригадăра тимленĕ. Сухан, чĕкĕнтĕр тата ытти культурăсен пайĕ- сене çумланă. Амăшĕпе пĕрлех юнашар ачисем _ икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ _ кăшт ỹссенех хирте тар тăкнă. Ĕç çумне пĕчĕклех хăнăхнăран ĕнтĕ халь те пушă тăма юратмаççĕ.

_ Пурнăçĕ çăмăлах килмерĕ. 1972 çулта уйрăлса тухса çурт лартрăмăр, хуралтăсем турăмăр. Çав вăхăтрах ĕçе те çỹренĕ. Ача сачĕ пулманнипе ачасене пĕчĕклех асламăшĕ патне леçсе хăвараттăмăр. Пăянам нумай пулăшрĕ вĕсене çитĕнтерме, _ тет Людмила Михайловна иртнĕ кунĕсене аса илнĕ май.

Мăшăр паян та пушă тăмасть. Вите тулли выльăха ирлĕ-каçлă ывăлĕпе кинĕ пăхаççĕ пулсан, кăнтăрла аслисем апат параççĕ, айĕсене тасатаççĕ. Çамрăксем ĕçрен кăшт каярах юлса килсен те вĕсене кĕтсех тăмаççĕ. Ара, алă-урара вăй пур чухне кĕрĕк арки мĕнле йăваласа ларăн-ха? Сăмах май, Аркадий Викторовичпа Людмила Михайловна Леня ывăлĕ-пе тата Лена кинĕпе 1989 çултанпа пĕр сăмахра пурăнаççĕ. Витя ывăлĕн çемйи те ялтах тĕпленнĕ. Вĕсем те выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Медицина сестринче тăрăшакан Роза хĕрĕ Шупашкарта пурăнать. Леонтьевсем паян 6 мăнукĕпе тата икĕ кĕçĕн мăнукĕпе чунтанах савăнаççĕ. Йыш пысăкланнăçем малашне тата ытларах выльăх тытма шухăшлаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика