Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ кирлĕ

16 марта 2017 г.

Аслисен тивĕçĕ çул çитмен ачасене тĕрлĕ инкек-синкекрен, çутçанталăк сиенĕсенчен, пушартан, терроризмран асăрханма хăнăхтарасси пулса тăрать. Çавăнпа та çулсеренех районта «Полици тата ачасем» профилактика акцийĕ иртет.

Акцин пĕрремĕш тапхăрĕ 2017 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 27-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта участокри уполномоченнăйсемпе пĕрле çулсеренех шкулсенче право темипе калаçусем ирттеретпĕр, Раççей Федерацийĕн уголовлă тата административлă саккунĕсене пăхăнассине, çул-йĕр правилисене ăнлантарса паратпăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе «çавра сĕтелсем» йĕркелетпĕр. Палăртнă графикпа шкулсене тухса çÿресе ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçатпăр. Вĕренÿ учрежденийĕсенче тата обществăлла вырăнсенче хăйсене йĕркеллĕ тытмаллине, аслăрах çынсене хисеплемеллине тата пушă вăхăта усăллă ирттермеллине кашни ача патне çитерме тăрăшатпăр. Мĕнпур ĕçе район администрацийĕн çул çитменнисен комиссийĕн, опекăпа попечительство органĕн, вĕренÿ пайĕн специалисчĕсемпе пĕрле пурнăçлатпăр.

Пирĕн тĕп тĕллев - обществăра йĕркелĕхпе, ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Шкулпа тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлени çитĕнсе пыракан ăрăва тĕрĕс çул суйлама май парать. Çапах та пурнăçри кирек епле лару-тăрура та ашшĕпе амăшĕн ачана тимлĕх уйăрмаллине манас марччĕ. Вĕсен малашлăхĕ пирĕнтен, аслисенчен, килет.

Марина НИКИТИНА,

çул çитменнисен инспекторĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика