Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунарçă - биатлонистсем тупăшрĕç

02 марта 2017 г.

Сунарçă - биатлонистсем тупăшрĕç

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари Леонид Князев шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 23-мĕш профтехучилищĕре пĕлÿ илнĕ, электромонтер пулса тăнă. Кунти атлетика залĕнче кире пуканĕ çĕкленĕ. 1984 çулта «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта яшсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăна йышăннă, пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланă.

Совет çарĕн хĕсметĕнчен тăван яла таврăнсан Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ «Слава» колхозăн бригадирĕн пулăшуçи пулнă, çав вăхăтрах Балашов хулинчи ял хуçалăх институтне куçăмсăр майпа пĕтерсе сунарçă-биолог дипломне илнĕ.

XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл тăван ялти юхăннă ĕне фермин çурчĕсене тара илсе акар йыттисен питомникне уçрĕ. Тепĕр 10 çултан кунти илемлĕ вырăнта ялти сунарçăсем тата сывă пурнăç йĕркине юратакансем пулăшнипе асап курнă Çветтуй Трифон ячĕпе часавай турĕç. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май Л.Князев салара Турă амăшне асăнса лартнă мăнаçлă чиркĕве туса пĕтерессишĕн пĕтĕм вăйне хучĕ.

Елчĕк районĕнчи сунарçăсем пĕлтĕр хăйсен пĕрлĕхне туса хучĕç, председателĕ пулма Л.Князева шанчĕç. Вăл пуçарнипе Лаш Таяпапа Тутарстанри Пăва районĕнчи Рункă ялĕ хушшинчи хутлăхра сунара юратакан биа­тлонистсен районти ăмăртăвне ирттерчĕç.

Лаш Таяпара Елчĕк тăрăхĕнчи сунарçăсен иккĕмĕш биатлонĕ иртрĕ. Ăна ДОСААФ 90 çул çитнине тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалларĕç. Ăмăртăва пысăк шайра йĕркелес тĕлĕшпе Леонид Князев, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов, Турă амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан /Козлов/ иеромонах, культурăпа кану керменĕн директорĕ, республика Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕ Зарема Князева нумай тăрăшрĕç.

Старта Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи, Ту­тарстанри ялсенчи 40 яхăн сунарçă /ятарлă документ илнисем/ тухрĕ. 15 сантиметр сарлакăш йĕлтĕрпе 1500 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Йĕлтĕрпе чупнă вăхăтра кашни сунарçă 30 метр инçĕшре вырнаçтарнă мишене виçĕ хут тĕллесе пăшалтан печĕç. Япăх перекенсене штраф пачĕç. Вĕсен ытлашши çаврăм тума тиврĕ. Çивĕч кĕрешÿре хăйсен ушкăнĕсенче чи лайăх кăтартупа Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнчи 60 çулти Валерий Филимонов, Çĕнĕ Арланкассинчи Сергей Баскаков, Лаш Таяпари çамрăк спортсменсем Дима Петроградскипе Олег Евдокимов тата Комсомольски районĕнчи Алексей Степанов палăрчĕç, ылтăн медальпе хаклă парнене тивĕçрĕç. Чи илемлĕ тăхăннă сунарçăпа юрашан механикне те чысларĕç. Вĕсенчен пĕрремĕш вырăна Аслă Таяпари Валерий Николаевпа Таяпа Энтри ялĕнчи 49 çулти Юрий Тетмуков тухрĕç.

Петĕр ЛАШТАЙ

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика