Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк суйлавçăсен кунĕ иртрĕ

17 февраля 2017 г.

Кашни çулах февралĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче Çамрăк суйлавçă кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вара çак кун «Çамрăксем пуласлăха суйлаççĕ» девизпа иртрĕ. Акă хальхинче те «Хĕлхем» спорт шкулĕнче иртнĕ мероприятие районти ĕçлекен çамрăксем пухăнчĕç.

Савăнăçлă кăмăл-туйăмпа вĕсене чи малтанах районти суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Геннадий Деомидов саламларĕ. Суйлав пирки тĕплĕнрех каласа пачĕ, хальхи çамрăксен ун пирки мĕн пĕлмеллине ăнлантарчĕ. «Саккунра мĕн çырнă, çавна суйлавçă патне илсе çитермелле. Ун çумне хăвăнтан нимĕн те хушса каламалла мар. Эпĕ сире Çамрăк суйлавçă кунĕ ячĕпе саламлатăп, пурнăçра чăтăмлăхпа тĕрĕслĕх, çивĕч ăслă пулма сунатăп», - терĕ вăл. Суйлав комиссийĕн система администраторĕ Владислав Путеров чылай çул ку ĕçре тимлет, яваплăха туйса тăрăшать. Çамрăксене саламланă май Владислав Михайлович депутатсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каларĕ. «Суйлав тытăмĕ ялан аталанса пырать. Саккунри улшăнусене çамрăксен уйрăмах пĕлсе тăмалла. Çакăн пек мероприятисем кирлĕ, мĕншĕн тесен хăвăра валли мĕн те пулин çĕннине тата усăллине пĕлетĕр. Çавăнпа та сире ăнăçу, вăй-хал, хастарлăх сунатăп», - терĕ. Суйлав комиссийĕн секретарĕ Светлана Егорова çамрăксемпе тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕ. Çамрăк суйлавçăсем Раççей Федерацийĕн Гимне те юрларĕç, тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕç, сăмах каçмăш турĕç. Пĕтĕмлетÿ тăрăх, район администрацийĕнче ĕçлекен çамрăксем пĕрремĕш вырăн йышăнни паллă пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Шĕмшеш, вĕсем хыççăн Йăлкăш ял тăрăхĕсен çамрăкĕсем пулчĕç.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика