Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганецсене халалласа - мини-футбол

21 февраля 2017 г.

Çулсеренех февраль уйăхĕнче Афганистанта çар тивĕçне пурнăçланă ентешĕмĕрсем пĕрле пухăнасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçлал та, февралĕн 18-мĕшĕнче, Элĕк райповĕн Канашĕн Председателĕн, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕн Юрий Харитоновăн пуçарăвĕпе интернационалла тивĕçе пурнăçланисем совет çарĕсене Афганистантан илсе тухнине халалласа мероприяти ирттерчĕç.

Хăй вăхăтĕнче службăра тăнисем, районти хастар çамрăксем «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулне пухăнчĕç. Элĕк райповĕн, Ишпарайкка, Питĕшкасси, Вăрнар районĕнчи Нурăс тата Пăртас ялĕсенчи, Муркаш салинчи, Кÿкеç поселокĕнчи футболистсен командисем мини-футбол вăййинче вăй виçме палăртрĕç. Спортпа туслă çамрăксене Юрий Александрович саламласа ăнăçу сунчĕ.

- Çулсем иртнĕçемĕн Афганистанти хаяр вăрçă кунĕсем хыçа юлса пыраççĕ. Апла пулин те пирĕн вĕсем çинчен манма юрамасть. Ăна патшалăх историйĕнчен кăлараймăн, çавăн пекех сывлăхне тата пурнăçне шеллемесĕр унта хăйĕн тивĕçне пурнăçланисем пирĕншĕн яланах хисепре. Вĕсен умĕнче эпир харсăрлăхпа хастарлăхшăн, паттăрлăхшăн пуçа таятпăр. Çамрăк ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн тав тăватпăр, - палăртса каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов килнĕ çамрăк футболистсене. Çавăн пекех пухăннисене Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков, СОБР командирĕ, отставкăри полковник Юрий Григорьев, Раççейри Афганистан ветеранĕсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн Правлени председателĕ Валерий Иванов тата ыттисем те çĕршыв тăнăçлăхĕ çирĕп сывлăхлă та тĕреклĕ яшсенче пулнине, çар каччăсемшĕн пурнăç шкулĕ пулнине палăртрĕç.

Мини-футбол вăййисем çивĕч те хĕрÿ иртрĕç. Кÿкеç поселокĕн команди асăннă турнирта чи вăйли пулчĕ, пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Ишпарайкка ялĕн команди хĕрÿ кĕрешÿре Çĕмĕрлесене парăнтарса виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Асăннă турнира йĕркелесе ирттерме пулăшнă тĕп спонсор Юрий Харитонов çĕнтерÿçĕсене парнесемпе тата Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе чысларĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика