Янтиковское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

"Добро пожаловать на наш сайт"

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тĕп тĕллев - çынсемшĕн тăрăшасси

17 февраля 2017 г.

Пирĕн тĕп тĕллев - çынсемшĕн тăрăшасси

Чăваш Енре кашни уйăхрах, районсене тухса, Пĕрлехи информаци кунĕ ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Кăçал асăннă мероприятие пуçласа нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче йĕркелерĕç. Унăн тĕп теми - Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçласси пулчĕ.

Çавăн пекех пенсисене индексацилессине, Раççейри Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсемпе çыхăннă уявсем ирттерессине халăхпа сỹтсе яврĕç.

Хальхинче пирĕн района Чăваш Республикин сывлăх министрĕн çумĕ Светлана Ананьева ертсе пыракан информушкăн килчĕ. Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "АККОНД" акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, республикăри право органĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисен, ветерансен Канашĕн председателĕ Генрих Васильев, РФ Пенси фончĕн республикăри управленийĕн ертỹçин çумĕ Валерий Николаев, "Чăваш наци музейĕ" бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Ирина Меньшикова хапăл тунă тăвайсемпе тĕл пулма.

Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Тăвай ен активисчĕсемпе калаçу пуçарчĕç малтан хăнасем. Пĕрлехи информаци кунĕн темисене тĕплĕн сỹтсе яврĕç.

Чăваш Республикинчи сывлăх министрĕн çумĕ Светлана Ананьева Чăваш Ен Правительствин тĕп задачисенчен пĕри медицина пулăшăвĕн пахалăхне тăтăшах çĕнетсе тăрасси пулнине палăртрĕ.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев январĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне "Общество, çемье, кашни çын ырлăхĕ - чи пысăк хаклăх" Çырăвĕпе паллаштарчĕ", - пуçăнчĕ вăл калаçăва.

Ялсенче çĕнĕ ФАПсем уçăлни, ку çынсене савăнтарни пирки каланă республика Пуçлăхĕ.

Çĕр ĕçченĕсем хăтлă, тирпейлĕ, пур услови те çителĕклĕ çĕрте хăйсен сывлăхне вăхăтра тĕрĕслеттерсе çирĕплетме пултараççĕ халь, сипленмелли вырăнсем çывăхра вырнаçнă. Сирĕн районти Вырăс салинче, Вăтаялĕнче, Çĕнĕ Ишпуçĕнче, Амалăхра, Тенеялĕнче, Нỹшкассинче çĕнĕ сывлăх çурчĕсем хута кайнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çитес виçĕ çулта модульлĕ тата 75 фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртасси çинчен пĕлтернĕ. Сирĕн районта тепĕр икĕ ФАП тума программăна кĕртнĕ. Çăлпуçĕнче çакнашкал объект кăçал туса хута ямалла. "Тата хăш ялта тăваççĕ Тăвай енре фельдшерпа акушер пункчĕ?" - пĕлесшĕн пулчĕ пĕр хĕрарăм. "Йăнтăрчă ялĕнче пурăнакансене савăнтарма йышăннă ку енĕпе", - пулчĕ хурав.

Светлана Ивановна, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "АККОНД" обществăн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пайăн ертỹçи Валерий Чайкин, надзор ĕçĕсен пайăн начальникĕ Владимир Михайлов Тăвай ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан çынсен шухăш-кăмăлĕпе паллашнă.

Çыру Тăвай районĕнче пурăнакан ял хуçалăх ĕçченĕсем умне те пысăк тĕллевсем лартать. Михаил Васильевич ял хуçалăхне аталантармалли самантсене тата туллирех усă курма, хамăр çĕршывра туса илекен ял хуçалăх таварĕсен шутне, хисепне ỹстерме сĕнет.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне тавăрассине пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутне кĕртме ыйтать вăл.

Тăвай енри ял хуçалăх ĕçченĕсем ку енĕпе нумай тăрăшнă. Пушă выртнă 1073 гектар çĕре сухаланă, акса хăварнă. 2017 çулта тăвайсем тата 1000 гектар çĕр ĕçлесе хатĕрлесшĕн. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, сĕт сăвассине ỹстерес енĕпе те тимлеççĕ ял ĕçченĕсем. 2016 çулта кашни ĕнерен 5348 килограмм сĕт суса илнĕ, виçĕ çĕнĕ вите тунă, кăçал та çавнашкал объектсем татах хута яма палăртнă. "Акконд-агро фирма" обществăн цехне анлăлатса сĕт-çу таварĕсен ассортиментне пуянлатĕç. Иртнĕ çул уй-хир работникĕсем 21 пин тонна тыр-пул, 13 пин тонна çĕрулми туса илнĕ.

Михаил Васильевич республикăра социаллă политика енĕпе нумай ĕçлени пирки каланă, малалла тата тĕллевлĕрех тăрăшмалли çинчен асăрхаттарнă.

"Мускавра "Единая Россия" партин ХVI отчетпа суйлав съезчĕ иртнĕ. Съезд делегачĕсем тепĕр пилĕк çуллăх тапхăра парти председателĕ пулма Дмитрий Медведева суйланă. Съезд Аслă Канашĕн председателĕн Борис Грызловăн тата Канашăн Генеральнăй секретарĕн Сергей Неверовăн полномочийĕсене çирĕплетнĕ", - кĕскен каласа кăтартрĕ çĕршывăн тĕп хулинчи мероприяти пирки Генрих Васильев. Унта пирĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă иккен. Вăл, ыйтусем çине хуравласа, "Единая Россия" партие çынсем регионсенче лайăх пĕлни пирки каланă. Парти проекчĕсем Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсем çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма, çамрăксене хăйсен пултарулăхне аталантарма уçă майсем туса параççĕ.

РФ Патшалăх Думин депутатне Алена Аршинована Генеральнăй Канаша тепĕр хут суйланă.

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне, "АККОНД" обществăн генеральнăй директорне Валерий Иванова та тимлĕ итлерĕç пухăннисем. Вăл та Михаил Васильевич Çырăвне пысăка хурса хакларĕ.

-Чăваш Республики бюджет даннăйĕсен уçăлăх шайĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Пирĕнтен Чăваш Ен ертỹçисем курăмлă проектсем, малашлăхлă йышăнусем, инновациллĕ ĕçсем кĕтеççĕ. Çапла майпа çĕнĕ, аталаннă экономика туса хума, халăх тупăшне, Чăваш Ен вăйне ỹстерме май килĕ. Иртнĕ çул тăршшĕпех республика промышленноç производствин индексĕ енĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнса тăчĕ. 2016 çулта промышленноç производствин индексĕ 107,6 процентпа танлашнă.

Патшалăхăн пысăк корпорацийĕсемпе, Раççей оборона министерствипе хутшăнса ĕçлекен предприятисен производство калăпăшĕсем пысăкланаççĕ. Таварсене экспорта ăсатакан вырăнсен ячĕ йышланать. Тĕслĕхе кунта эпир пурте лайăх пĕлекен Шупашкарти "АККОНД" кондитер фабрикине те илсе кăтартрĕ Михаил Васильевич", - çапла кăмăллă вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне Валерий Николаевич.

Районти пĕрлехи информаци кунĕнче Тăвайри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн залĕнче ветерансемпе те тĕл пулчĕç вĕсем, тата Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсемпе, район центрĕнчи больницăра ĕçлекенсемпе калаçу йĕркелерĕç Шупашкартан килнисем. Тĕп темăсене сỹтсе явнисĕр пуçне информушкăн членĕсем Тăвай ялĕнче пурăнакансен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕç.

Иккĕмĕш информушкăн (вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, РФ Пенси фончĕн республикăри управленийĕн ертỹçин çумĕ Валерий Николаев, районти прокурор çумĕ Андрей Афанасьев, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов) Тĕмерти вăтам шкулта пулчĕç.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă Раççейри Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсем пуçланчĕç ĕнтĕ.

Экологи çулталăкĕнче пирĕн республикăра çутçанталăка упрама, тăван тавралăха илемлетме пулăшакан тата ытти мероприятисем йĕркелĕç.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче çемьесене, аслă ăрури çынсене, арçынпа хĕрарăма, кил ăшшине хаклама, çамрăксене пулăшма тата пурнăçа пысăк пĕлтерĕш пама хăнăхтарĕç. Аттепе анне - çемье тĕрекĕ, воспитани çăлкуçĕ", - теççĕ ачасем.

Çынсене социаллă пулăшу парассин кăçалхи улшăнăвĕсем çинчен РФ Пенси фончĕн республикăри управляющийĕн çумĕ Валерий Николаев тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Пирĕн республикăра 268 пин ĕçлемен пенсионерăн нарăс уйăхĕнче пенси виçи ỹснĕ. Чăваш Енре пурĕ 70 пин пенсионер ĕçлесе савăнать.

Федераллă çăмăллăхпа усă куракан пенсионерсен социаллă пакетăн сумми нарăс уйăхĕнчен 1048,97 тенкĕ пулать, çав шутра эмел илмелли пайĕ - 807,94 тенкĕ, санаторипе курорта каймалли пайăн сумми - 124,99 тенкĕ, транспорт пайĕ - 116,04 тенкĕ.

Вĕрентекенсем тата ытти ыйтусем те пачĕç. Пухăва Тĕмерти вăтам шкул директорĕ Альбина Николаева хутшăнчĕ.

Район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Наталья Чайкина тата "Чăваш наци музейĕ" бюджет учрежденийĕн директорĕ Ирина Меньшикова районти библиотекăсен пĕрлештернĕ системинче ĕçлекенсемпе сăмах пуçарчĕç.

Юлашкинчен Шупашкартан килнĕ хăнасем Тăвай енре пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика