Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ…

03 февраля 2017 г.

Ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ…

 

Питĕ тăрăшсан ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççех. Ỹркенмелле кăна мар. Çакна Тăвай шкулĕнче 7 класра вĕренекен Елена Иванова тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать. Пуçламăш класра чухне хĕрача Мускав хулинче Çĕнĕ çул елкинче пулса курасшăн пулнă. 2015 çулта Лена Кремльти елкăра савăннă. Паллах, вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн, шкул пурнăçне хастар хутшăннăшăн тивĕçнĕ вăл çак чыса. Вăл тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсенче ỹсĕмсем тăвать. 2014 çулта дистанци мелĕпе йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери технологи олимпиадинче çĕнтернĕ. Тепĕр çулне сăвă вулакансен "Живое слово о природе" видеоконкурсра пĕрремĕш пулнă, районти конференци-фестивальте мала тухнă. Лайăх вĕреннĕшĕн панă Мухтав хучĕсем те темиçе унăн.

"Тайна" ансамбльте чи маттуррисенчен пĕри. Тĕрлĕ конкурссенче çĕнтернĕ вăл пултаруллă ушкăнпа. "Аль" ФСКна çỹреме те вăхăт тупать. Фитнес-аэробика енĕпе тупăшса республикăра та палăрнă тăвайсен командипе. Çиччĕмĕш класра пулсан та мĕн чухлĕ грамота, диплом унăн.

Иртнĕ çул вĕçĕнче Лена Артека кайса килнĕ. Акă мĕнле аса илчĕ вăл çав кунсене.

"Мĕнле илемлĕ вырăнсем унта! Артек вăл - ачалăх çĕршывĕ. 6-мĕш отрядри ачасемпе пĕрле пулнă вăхăт нихăçан та манăçмĕ. 12 хĕрачапа 12 арçын ачаччĕ пĕр ушкăнра. Питĕ пултаруллă та хастар, хаваслă кăмăл-туйăмлă çамрăксем. Настя, Даша, Леша вожатăйсем те хăйсен ĕçне чунтан парăннăччĕ. Питĕ туслă пулнипе пирĕн отряд тĕрлĕ конкурссенче, ăмăртусенче ялан тенĕ пек малти вырăнтаччĕ.

Кун йĕрки мероприятисенчен пуянччĕ. Экскурсипе ăçта кăна пулса курмарăмăр-ши? Крымпа Ялтăри, Севастопольти тата ытти паллă вырăнсенчи музейсемпе, пысăк керменсемпе паллашса вĕсен историйĕпе культура аталанăвĕ çинчен нумай çĕннине пĕлме май килчĕ. Артекра уроксем кăсăклă иртеççĕ. Паянхи пурнăç ыйтăвĕпе килĕшỹллĕ технологипе усă курнипе те асра юлаççĕ вĕсем. Фито-дизайн, астрономи, рок-фишинг тата ытти кружоксенче кашниех хăйсен проекчĕсене хỹтĕлерĕ. Ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсене выставкăсем йĕркелесе палăртрĕç. "Артековский вернисаж" курав итогĕсемпе эпĕ пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. "Фито-дизайн" студи ĕçне хастар хутшăннăшăн I степеньлĕ диплома тивĕçрĕм. 21 кун сисĕнмесĕрех иртрĕ. Манăн çĕнĕ туссем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Çыхăнăва татмастпăр".

Р.ШУМОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Елена Иванова Артекра каннă вăхăтра.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика