Сабанчинское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун-вун йывас, ачисем пус таяссе

10 февраля 2017 г.

Вун-вун йывăç, ачисем пуç таяççĕ

Ĕçĕсем чуна çĕклеççĕ

Тип Тимеш ялĕнчи Сад урамĕнче хĕвеле хирĕç çуталса ларакан кирпĕч çуртра пурăнаççĕ ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕрисем - Васильевсем. Пăралукка хĕрринче вырнаçнăран карта çумĕпе шăкăрин йывăçсем çÿлелле кармашнă. Тарăн çырмана эрозирен хÿтĕлесе Кирилл Евменьевич лартнă вун-вун йывăç-тĕм çитĕнет. Çутçанталăк тусĕ халĕччен хăй миçе йывăç лартнине те шутламан. Кашни çулах çырма ан ишĕлтĕр тесе тимлет. Çу кунĕсенче йывăçсен сулхăнĕнче хăнана килнĕ ачисемпе мăнукĕсем уçăлса çÿренине асăрхасан чунĕ хĕпĕртет.

Хĕл кунĕсене ытларах кăмăллать 80 çулхи  сумлă ватă. Шартлама сивĕре кун çути курнă арçынна Турри çирĕп чун-чĕре, хастарлăхпа патварлăх ахальтен парнелемен тĕр. Хĕл хресченшĕн çут тĕнче чĕрĕлнĕ вăхăта вăй-хал пухмалли, сывлăха çирĕплетмелли тапхăр пек туйăнать ăна. Йĕлтĕр сырса  улмуççи пахчине ярăнма кайни мĕне тăрать! Хăй пек харсăррисем хутшăнаççĕ ун çумне. Ватлăхра ÿт-пĕве çирĕплетни питĕ кирлине туять. Кил картинче ĕçсене вĕçлесен вара Кирилл Евменьевич кĕнеке, хаçат-журнал вулать, телевизорпа ытларах спорт передачисем пăхать.

Кирилл Евменьевич ялхуçалăх производствинче тăрăшса пысăк опыт пухнă çын. Тăрмăшри вăтам шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн плугарьте тăрăшнă. 18 çул тултарсан салтак тивĕçне Германире пурнăçланă. Виçĕ çул службăра тăнă хыççăн ĕнерхи танкист тăван яла таврăннă. Гимнастеркине хывнă хыççăнах Канашри механизаци шкулне тракториста вĕренме кайнă. Практикăра та тăван хуçалăхра тракторпа, комбайнпа, слесарьте тăрăшнă. Анлă профильлĕ механизатор ДТ-54 трактор хыççăн кустăрмаллипе ĕçленĕ. Харсăр тракториста колхоза килнĕ çĕнĕ МТЗ-50 шанса панă. Нумай çул ÿсекен курăксем çулассине, пропашнăй культурăсене агротехника енчен пăхса тăрассине яваплăхпа пурнăçланă. Хĕлле тракторист колхоз валли вăрман турттарнă. Шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланă механизатор техникăна кăна мар, электрооборудование лайăх ăнланнă. Çавăнпах ăна электромонтера вĕренме янă.  Кĕске вăхăт хушшинчех Елчĕкри «Сельэнергора» вăй хуракан Кирилл Васильев электромонтер хуçалăхра кăна мар, ял çинче те  питĕ кирлĕ çын пулнă. Камсен  кил-çуртĕнче электрооборудование улăштармалла е çĕннине кĕртмелле - пурне те пулăшма тăрăшнă вăл. Хăйĕн ĕçĕнчен услам тăвас шухăш пулман Кирилл Евменьевичăн. Ял çыннине май килнĕ таран пулăшу кÿме хистенĕ чун-чĕри. Урамри юпа çинче çутă сÿннĕ - йăпăр-япăр  ун çине хăпарса кайнă вăл. Халĕ те, çулсем иртнине пăхмасăр, ялта электроçутă сÿнсенех ăна чĕнеççĕ. Тем самантра  юпа çине улăхать те вăл - сăлтавне шыраса тупса юсать.

Пысăк квалификациллĕ электромонтер пенсие тухсан та хуçалăхра  чылай çул тăрăшнă. Анчах тăван ялĕнчи мĕн тери пысăк та тухăçлă ĕçлекен выльăх-чĕрлĕх комплексĕ юхăнни, коллективлă хуçалăх пĕтни канăç памасть ăна. Иртнĕ çулсенче те ĕç ветеранĕ ялти фермер йĕтем çине сортировкăна чĕнсен тÿрех тухса утнă. Техникăна тĕплĕ пĕлекенскер тырă алланă çĕрте çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунă.
- Юратнă ĕç канăçлăх кÿрет. Ĕçлеме пăрахсан ватлăх çулăхать. Вăй-хал пур чухне  пуриншĕн те усăллă пуласшăн, - тет Кирилл Евменьевич.

Унăн тăрăшуллă ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсем йышлă. Юбилей медалĕсем те пур.  Районти Хисеп хăми çине те кĕнĕ унăн ячĕ.
- Эпĕ наградăшăн ĕçлемен. Чи пахи – ял-йыш хисепĕ, - тет сăпайлă  та нумай калаçма юратман юбиляр.

Телей - çемье ăшшинче

Керуç пичче ял хĕрĕпех, Лидия Кудринăпа, çемье çавăрнă. Мускавра чукун çул сарнă, унтан районти халăх судĕнче, каярахпа ферма сукмакне вун-вун çул такăрлатнă Лидя аппа правурлăхĕпе ыттисене тĕслĕх кăтартнă. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнса 54 хут çурхи шыв-шур юхса иртнине те сиссе юлайман. Паян вĕсем çине пăхатăн та: иккĕшĕ те хăйсен çулĕсенчен çамрăк курăнаççĕ, пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхакан куçĕсем çиçсе çуталаççĕ. Иккĕшĕ те пĕр сăнлах туйăнаççĕ.

Телей - лаша мар, тÿрĕ çулпа илсе пымасть, тилхепене те пăхăнмасть теççĕ ваттисем. Хуйхи-суйхи те вĕсенчен пăрăнса иртмен. Вунă çул каялла пушарта кил-çурчĕ çунса кĕлленчĕ. Кÿршĕре выртса-тăрса пурăнни епле чĕререн тухса ÿктĕр? Ял-йыш, тăванĕсем, тус-юлташĕсем пулăшнипе çурта хĕл кунĕсем çитиччен пурăнма кĕчĕç. Ватăсем хăйсене пулăшнă кашни çынна паян та пуç таяççĕ.

Кирилл Евменьевичпа Лидия Корниловна пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕрен, ывăлĕсемпе хĕрĕсем ашшĕ-амăшĕн çирĕп воспитанийĕпе ÿссе çитĕнсе, хăйсене килĕшекен професси суйласа илнĕ. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем ырă ят-сума тивĕçнĕ. Асли, Константин, строительсен техникумне вĕренсе пĕтерсен  направленипе  Ленинграда ĕçлеме кайнă. Пĕлĕвне анлăлатса аслă пĕлÿ илнĕ унта. Халĕ те хăй юратакан профессипех тăрăшать. Антонина 30 çул ытла Шупашкарта медицина сестринче ĕçлет. Вăл Васильевсен çемье тухтăрĕ тесен те тĕрĕс: ашшĕпе амăшĕн сывлăхĕ кăштах хавшакланнине пĕлсенех яла  çитет. Светлана педагог-психолог. Шупашкарта хăйĕн косметика салонне уçнă. Унпа йĕкĕреш Юрий, ашшĕ пекех ăста энергетик, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Керуç пиччепе Лидя аппан пысăк хуйхă хыççăн çÿçĕсем тата кĕлленчĕç. Чĕрепе операци тунă амăшĕ эмелсĕр тăраймасть. Кĕçĕнни, Елена, район администрацииĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайăн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ. Унăн çемйи çывăхра пурăнни ватăсемшĕн пысăк савăнăç. Васильевсен 10 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук. Керуç пичче мăнукĕсен йышĕнче хăй ятли пулнăшăн та хĕпĕртет. Акă, Чăваш наци радиовĕпе чуна пырса тивекен янăравлă юрă шăранать:

«...Ман аттен паян çуралнă кунĕ, Турă патăр ăна тата кун-çулне, сахал мар хура-шурне вăл курнă, пурнăç ир шуратнă ун çÿçне. Ах, аттеçĕм, нумай пурăн эс пире савăнтарса, эс ÿстернĕ шурă хурăн нумай лартăр кашласа, сан садра, ав, çитĕнеççĕ тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем, килĕнте чупса çÿреççĕ чун юратнă мăнуксем... Эс пурришĕн Турра тав тăватпăр...» Çак сăмахсем çумне тата мĕнех хушса калайĕç чунтан юратакан ашшĕне ачисемпе мăнукĕсем.

В.СМИРНОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика