Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманчă хĕрĕ Америкăра та чапа тухнă

10 февраля 2017 г.

Алманчă ялĕ районти ытти хăш-пĕр ялсенчен пĕчĕкрех пулин те, тĕрлĕ çулсенче çак тăрăхран çичĕ наука ĕçченĕ пиçсе тухнă. Вĕсенчен пĕри _ Татьяна Михайловна Киргизова-Тимирясова ăс-тăн пултарулăхне нумай çул ĕнтĕ хамăр çĕршывра та мар, Америкăрах усă курать.

Биологи наукисен кандидачĕ çирĕммĕш çул хăйĕн наука ертỹçипе молекулярлă биологипе генотерапи центрĕнче рак чирĕпе кĕрешес тĕлĕшпе тăрăшать. Вăл тăвакан тĕпчевсем пурте молекула, ДНК, ген шайĕнче. Пултаруллă та ăста чăваш хĕрĕ çичĕ тинĕс леш енче те ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ. Чиперкке акăлчанла та тăван чĕлхе пекех таса та тикĕс калаçать, наука, ăслăлăх статйисем çырать, ытти тĕпчевçĕсемпе пĕрлех Пĕтĕм тĕнчери конференцисене те хутшăнать... Урăхла каласан, хăйĕн пултарулăхне ỹстерсех пырать. Шанас килет, усал чиртен сиплемелли проект авторĕсем хушшинче пирĕн Татьяна Михайловнан ячĕ те ытти паллă ăсчахсемпе юнашарах пулĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика