Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çине тăни тата ĕçченлĕх - ăнăçу çăлкуçĕ

03 февраля 2017 г.

Район хаçатĕнче ял хуçалăхĕ çинчен тăтăшах çыратпăр. Ытларах чухне пирĕн репортажсен тĕп сăнарĕсем килти хушма хуçалăха аталантаракансем, фермерсем, ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем. Нумай чухне вĕсен ĕçĕ пĕр евĕрлĕ. Ĕне выльăх ĕрчетессипе тимлеççĕ, пахча çимĕçпе çĕр улми ÿстереççĕ. Çав вăхăтрах йывăрлăхран хăрамасăр çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртекенсем те пур-ха.

Пĕр çулталăк ытла ĕнтĕ районта кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Асăннă хресчен-фермер хуçалăхĕ хурсем ÿстерессине тĕпе хурать. Вăл Шĕмшеш тăрăхĕнчи Прашкушкăнь ялĕнче вырнаçнă. Нумаях пулмасть унăн ертÿçипе Роман Ильинпа курнăçма май килчĕ.

- Роман Васильевич, хур ĕрчетессипе ĕçлекен хуçалăх районта эсир çеç. Ыттисенчен уйрăлса тăракан хуçалăх йĕркелес шухăш мĕнле çуралчĕ;

- Эпĕ хам мĕн ас тунăранпах пирĕн кил хуçалăхра аттепе анне çулсеренех хур тытнă. Вĕсене пăхас ăсталăх ачаранах пухăнса пынă. Хурсем ĕрчетме шутланин пĕр сăлтавĕ çакă ĕнтĕ. Тепри те ачалăхпа çыхăннă темелле-тĕр. Анне мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Прашкушкăнь ферминче дояркăра ĕçлерĕ. Пĕчĕк чух ăна пулăшас тĕллевпе сахал мар хамăр та ферма çулне такăрлатнă. Эпир ÿссе çитнĕçемĕн ял хуçалăх предприятийĕн ĕçĕ хавшарĕ, ферма çурчĕсем выльăх-чĕрлĕхрен пушанчĕç. Вĕсем йĕри-тавралла хыт-хура ÿссе ларчĕ. Хамăн кăмăла та каймастчĕ ку ÿкерчĕк. Пушă ларакан ферма çурчĕсене камăн та пулсан ĕçе кĕртмеллине пĕрре мар шутланă. Строительство енĕпе пĕлÿ илнĕ хыççăн çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлеме тÿр килчĕ. Кирек ăçта кайсан та хăв тăрăшмасăр тата вăй хумасăр укçа ĕçлесе илме май çукки паллă ĕнтĕ. Çитменнине тата тăван еннех чун туртатчĕ. Çавăнпа та мăшăрпа тата атте-аннепе, тăвансемпе калаçрăм та хамăн ĕçе йĕркелесе ярас шухăш пуррине пĕлтертĕм.

- Ĕмĕте пурнăçа кĕртесси вара çăмăлах мар-ха.

- Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Шутларăм та çак ĕçе турăм тееймĕн пĕр сăмахпа. Хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелес тĕллевпе тивĕçлĕ документсем хатĕрленипе пĕрлех ферма çурчĕсене те хам çине çирĕплетме, хуралтăсен йĕри-тавралли çĕр лаптăкне те тивĕçлипе регистрацилессипе ĕçлеме тиврĕ.

Ку чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликова та асăнмасăр иртеймĕп. Манăн шухăшăма ырласа чăннипех те пысăк пулăшу кÿчĕ. Ăна çакăншăн пысăк тав. Тивĕçлĕ документсене хатĕрлесе çитерсен çийĕнчех ферма çурчĕсене хăтлăх кĕртессипе ĕçлеме тиврĕ. Хамăр патри строительсен ушкăннех ĕçе явăçтартăмăр. Вĕсем те тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнине палăртмалла. Ăстасем кĕске вăхăтрах ферма маччисене ăшă тытмалла турĕç, шыв, çутă кĕртрĕç, урайсем сарчĕç. Çавăн пекех ферма территорийĕнчех хурсене валли пĕве чавтарнă.

- Кайăк-кĕшĕке ăçтан тата хăçан илсе килме пуçланă;

- Çанталăк ăшăтма пуçласан Пушкăрт Республикинчен Линдовски ăратлă талăкри хур чĕпписене илсе килтĕмĕр. Пĕтĕмпе 25-26 пин хур чĕппи. Çынсем ыйтнине кура аталанса вăй илнисене те кÿрсе килнĕ. Элĕк, республикăри мĕнпур районти пасарсенче хапăлласах туянчĕç вĕсене. Хамăр фермăра та хĕле кĕричченех йышлă усрарăмăр хурсене. Пысăк йыша хамăр çемьепе çеç пăхса çитерме май çук ĕнтĕ. Çавăнпа та çынсене те ĕçе явăçтарма тиврĕ.

- Ку енĕпе пачах та опыт пулманран ĕçе пуçăниччен иккĕленÿ çуралмарĕ-и;

- Кирек епле лару-тăрура та ыррине шанма тăрăшатăп, япăххи çинчен шутламастăп. Хурсем пăхассипе ачалăхра пухнă пысăках мар опыт пулнă-ха. Ĕçе тытăниччен вара эпир тĕрлĕ литература сахалах мар тишкернĕ. Ку ыйтупа Интернетра та нумай вуланă, опытлă ветеринарсемпе канашланă. Ĕмĕр тăршшĕпех килте хур ĕрчетнĕ аттепе анне те сĕнÿсем панă. Çавăнпа та теори тĕлĕшĕнчен эпир ку ĕçе пĕтĕмĕшле хатĕрленсе çитнĕччĕ ĕнтĕ.

- Хакне кура какайне туянас текенсем йышлă пулчĕç-и;

- Йÿнех мар пулин те тутлă тата экологи тĕлĕшĕнчен таса какая ялта та, хуласенче те кăмăлласах туянчĕç. Ентешсене йÿнĕрех хакпа сутнă. Шупашкара, Мускава илсе кайнă. Ял çыннисем пуç-урине, ăшне те хапăлласах илчĕç. 2016 çулхи декабрь уйăхĕнче каллех ял çыннисене явăçтарса хурсене пусса тирпейленĕ, 6 тонна ытла хатĕрленĕ ун чухне. Какая Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсем валли илсе пĕтерчĕç. Хур мамăкне те пăрахман, ăна та вырнаçтарнă.

- Çулталăк ĕçленине тĕпе хурса пĕтĕмлетÿ тума та пулать. Кайăк-кĕшĕкпе ĕçлени тăкакне саплаштарать-и;

- Бизнесра ĕçлекенсем мĕнле калаççĕ-ха; «Малтанхи икĕ çул бизнеса эсĕ укçа хыватăн, ун хыççăн çеç вăл сана тăрантарма пуçлать», - теççĕ. Пысăках мар пулин те пĕрремĕш тупăш пур, малалла ĕçлетпĕр. Çакна та палăртмалла, кирек епле ĕç те тупăш кÿнипе пĕрлех хавхалантармалла та. Эпир вара хамăр ĕçпе кăмăллă. Çакă чи малтанах пысăк йыша мар пулин те çынсене укçа ĕçлесе илме май туса панипе те çыхăннă. Çавăн пекех пирĕн ĕçĕн çимĕçĕ те çынсене тивĕçтерет. Ялта е хулара пурăнакан чун ăшшипе тимлĕх парса ÿстернĕ пахалăхлă какай туянма пултарать. Çакă кăмăл-туйăма çĕклет те.

- Апла пулин те, ку сезонлă ĕç. Сирĕн ума йывăрлăхсем кăларса тăратмасть-и;

- Хальлĕхе çук. Паянхи куна йышлă хурсем ĕрчетессипе эпир пĕрремĕш утăмсем çеç тăватпăр, малашлăхра вара татах та пысăкрах тĕллевсем. Кăçалтан, сăмахран, хамăр тăрăхри усăсăр выртакан 100 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме палăртатпăр. Унта вара хурсене валли тырă-пулă ÿстересшĕн. Çĕр лаптăкне регистрацилес ĕçе вĕçленĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех апрель уйăхĕнче инкубаторпа чĕпсем кăларма пуçласшăн. Ятарлă оборудовани туянма саккас панă, çитес вăхăтра кÿрсе килме палăртнă. Чĕпсене валли татах та хăтлăрах условисем пулччăр тесе халĕ фермăра каллех юсав ĕçĕсем ирттеретпĕр. Малашлăхра хур чĕпписемпе пĕрлех ытти кайăк-кĕшĕке те сутлăх илсе килме палăртатпăр.

- Тавтапуç калаçушăн.

Эльвира КУЗЬМИНА калаçнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика