Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шÿт урлă пурнăçри чăнлăха сăнларĕç

07 февраля 2017 г.

КВН вăл - савăнма, шÿтлеме пĕлекен, тавçăруллă та пултаруллă çамрăксен клубĕ. Унта вара чи маттур та хастар, сцена çинче вăтанса тăман ачасем кăна выляма пултараççĕ. Акă кăçалхи КВНăн черетлĕ сезонĕ те уçăлчĕ. Вăл районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче иртрĕ. Тĕрлĕ çулхи ача хутшăнма кăмăл турĕ. Кашни шкулах савăнăçлă вăййа тĕплĕн хатĕрленме тăрăшрĕ. Куракансем вара вĕсене чăтăмсăррăн кĕтрĕç.

Хаваслă кăмăл-туйăмпа пуçтарăнчĕç иртнĕ шăматкун Элĕкри культура çуртне пултаруллă та хастар çамрăксем. Кăçалхи КВНăн фестивальне районти 9 шкулăн команди хутшăнчĕ. Хĕрсемпе каччăсем чи малтанах хăйсен командисемпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн залра ларакансене юрă-ташăпа хатĕрленĕ килти ĕçе кăтартрĕç.

Капитансем пухăнса шăпа янă хыççăн малтанах сцена çине Чăваш Сурăм шкулĕн «Жара» команди тухрĕ. Вĕренекенсем залра тÿрех «вут-çулăм чĕртрĕç». Ятне кура вĕсен команди те хĕрÿлĕхпе палăрчĕ. Унтан Юнтапа шкулĕн «Пламя» ятлă команди те вăййа хутшăнчĕ. Виççĕмĕш Элĕк шкулĕн «008» команди пĕр тăхтамасăрах хăйĕнпе паллаштарчĕ. Мăн Вылă шкулĕн команди пĕлтĕрхи пекех тĕплĕн хатĕрленсе килнĕ. «13Ç» ятпа кăçал КВН-ра иккĕмĕш хут. Вĕсен илĕртÿллĕ ташшисемпе пĕрлех интереслĕ шÿчĕсем те сахал мар пулчĕç. Шĕмшеш шкулĕн «Юность» команди те хăйĕнпе паллаштарма кăмăл турĕ. Ураскилт шкулĕн вĕренекенĕсен «Молодежь» команди те кăçал сцена çине иккĕмĕш хут тухрĕ. Куракансене вĕсем хăйсен шÿтлĕ юррисемпе илĕртрĕç. Питĕшкасси шкулĕнче пĕлÿ илекен ачасен «Солянка» команди шÿтлесе култарнине палăртмалла. КВНа Тени шкулĕн «Черные кошки и собака» команда хутшăнчĕ. Тавăт шкулĕн каччисемпе хĕрĕсен «Рекламный ролик» команди хастар хутшăннине уйрăмах палăртма кăмăллă. Вĕсем вăййа тăрăшса хатĕрленни тÿрех курăнчĕ.

Хăш-пĕр команда чăннипех те хăйсен артист пултарулăхне пур енлĕн кăтартни савăнтарчĕ. Вĕсен номерĕсене тулли кăмăлпа пăхса ларас килет. Шкул ачисем юрлама та маттур, ташлама та ăста, шÿтлеме те хастар. Яшсем хушшинче гитара калама пĕлекен çамрăк пурри те кăмăла çĕклет. «Артистсем» Раççейри Экологи тата Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене халалласа выляса кăтартнă шÿтсем те вырăнлă пулчĕç.

Жюри членĕсене пĕтĕмлетÿ тума çăмăлах пулмарĕ пулин те çивĕч те хĕрÿ тупăшура Тавăт шкулĕн «Рекламный ролик» командăн маттурĕ сем черетлĕ хут çĕнтерÿçĕ ятне илчĕç. Иккĕмĕш вырăна Чăваш Сурăм шкулĕн «Жара» команди йышăнчĕ. Элĕксен «008» команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Çĕнтерÿçĕ командăсем Хисеп хучĕсене тата парнесене тивĕçрĕç. КВНа хутшăннă ытти командăсене те дипломсем парса хавхалантарчĕç. Пĕтĕмĕшле вăйă савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕ.

                                                                                                                            Анжелика СИЛИВЕСТРОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика