Чутеевское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Крым пуласлăха пăхать (ЯЛ ĚÇЧЕНĚ)

08 февраля 2017 г.

Мăшăрпа иксĕмĕр икĕ çул умлă-хыçлă Хура тинĕс хĕрринчи Евпаторири "Буревестник" санаторире сиплентĕмĕр. Ку вăл шалти ĕçсен министерствин сиплев учрежденийĕ. Пире кунта питĕ килĕшрĕ. Пахалăхлă сиплев. Медиксем опытлă. Коллектив хăнасене пур енĕпе те тивĕçтерес тесе тăрăшать. Пур çĕрте те тасалăхпа йĕркелĕх хуçаланаççĕ. Эпир "Буревестникре" сентябрьте пултăмăр. Сывлăх çурчĕ вырнаçнă территори тавра тытнă картасене ун чухне тĕпрен юсатчĕç.

Крымра пирĕн енчи пек мар, урăхларах йывăçсемпе тĕмсем ỹсеççĕ. Пур çĕрте те клумбăсемпе чечексем, чуччу ярăнмалли саксем, чатăр евĕр беседкăсем. Йĕри-тавра йывăç-курăк хупăрласа тăрать. Çынсен ăста аллисем туса хатĕрленĕ тискер чĕр чунсемпе кайăксен кĕлеткисем те çук мар. Санатори çултан çул лайăхланса, илемленсех пырать. Хăнасем валли тĕрлĕ экскурсисем йĕркелеççĕ. Эпир Ливади керменĕнче, Алупкăра, Массандрăра, Ботаника садĕнче, Ай-Петри тăвĕ çинче, Форосра тата ытти паллă вырăнсенче пулса куртăмăр. Кунти тепĕр тĕлĕнтермĕш вăл - "Чĕкеç йăви". Крыма татах каяс пулсан, çав вырăна хамăр тĕллĕн тепре çитсе çаврăнма ĕмĕтленетпĕр.

Крым Раççей йышне тепĕр хут кĕнĕренпе пирĕншĕн тата çывăхрах пулса тăчĕ. Кунта пирĕн тăвансем тинĕсрен инçе мар ялта пурăнаççĕ. Вĕсем патĕнче хăнара пултăмăр. Вĕсем те Раççей йышне кĕнипе питĕ кăмăллă. Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн политикине ырлаççĕ. Вĕсем хăйсем лартнă çуртра пурăнаççĕ. Условисем лайăх, хулари пекех. Çутçанталăк газĕ пур, канализаципе çыхăнтарнă. Артезиан тараси туса лартнă. Вĕсенчен инçех мар лиманта сиплĕ пылчăкпа шыв пур. Çывăх вăхăтра унта сиплев учрежденийĕсем çĕкленĕç. Керчь проливĕ урлă кĕпер туса пĕтерсен, Крым, совет саманинчи пек, каллех пĕтĕм Раççейĕн сывлăха çирĕплетмелли центрĕ пулса тăрĕ.

Хамăрăн шухăшсене эпир "Евпаторская здравница" хаçата çырса пĕлтертĕмĕр. Тепĕртакран хаçатра пирĕн çемье ятĕнчен чылай пысăк статья çапăнса тухрĕ. Эпир мăшăрпа кăçал та Евпаторире сипленсе канма ĕмĕтленетпĕр.

В.КУРАКИН,

шалти ĕçсен пайĕн подполковникĕ, ĕç ветеранĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика