Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет сиенĕ те пысăк

08 февраля 2017 г.

Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕр. Пурте тенĕ пекех Интернетпа усă куратпăр. Уйрăмах çамрăксене çывăх вăл. Хĕрсемпе каччăсем темиçе тĕнчере пурăнаççĕ тейĕн. Виртуаллă тĕнчери çамрăксем чăн пурнăçа пĕлмеççĕ, вĕсене унта пурăнма интереслĕ мар. Интернетри тĕрлĕ форум, социаллă сетьсем, кăмăла çĕклекен порталсем, вăйăсем çынна экран умĕнче вун-вун сехет тытма пултараççĕ.

Тĕнчипех ярса илнĕ Интернет пурне те хăй патне туртать. Уссипе пĕрлех сиенĕ те пысăк унăн. Урамра уçă сывлăшра ытларах уçăлса çÿремелле тетпĕр те, халĕ йăлт улшăнчĕ. Компьютер умне çыпçăнсах лартăмăр. Ачасене лапталла та, хăваламалла та, катаччинчен ярăнма та хăваласа яраймасть халĕ ашшĕ-амăшĕ.

Февралĕн 7-мĕшĕ - Интернет хăрушсăрлăхĕн пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Ачасен сывлăхĕпе аталанăвне сиен кÿрекен информацирен хăтарас тĕллевпе Раççейре кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 7-мĕшĕччен Рунет хăрушсăрлăхĕн эрни иртрĕ. Районти библиотекăсенче çитĕнсе пыракан ăрăва Интернет аталанăвĕн историйĕпе унпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине каласа пачĕç, цифра технологийĕсене усă курассин лайăх тата япăх енĕсемпе паллаштарчĕç.

Ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕ мĕнле сайта кĕрсе тухнине тĕрĕслесех тăмаллине пĕр самант та манмалла мар. Кун пирки вĕçĕмех асăрхаттараççĕ-ха, анчах та кăмăла пăсакан тĕслĕх-сем тĕл пулаççĕ. Вĕсем экстремистла материал сарнипе пĕрлех наркотикăн саккунла мар çаврăнăшĕпе те çыхăннă. Çамрăксем Интернетра хăйсене ирĕклĕ туяççĕ, мĕнле пысăк хăрушлăха çакланасса шутламаççĕ те.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика