Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем манăçмаççĕ Тĕмерти вăтам шкул умĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă çĕнĕ палăк ларать. Фронт

03 февраля 2017 г.

Паттăрсем манăçмаççĕ

 

Тĕмерти вăтам шкул умĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă çĕнĕ палăк ларать. Фронтра пуç хунă учительсемпе тин çеç алла аттестат илнĕ 14 яш каччăн хушамачĕсене вулатпăр. Вĕсенчен 7-шĕ - Тĕмертен, 3-шĕ - Чутей, 2-шĕ Амалăх ялĕсенчен, тепĕр 2-шĕ - Мучарпа Кармалтан. Вĕсенчен 5-шĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă, 8-шĕ - 1942-1943 çулсенчех пуçĕсене хунă. Пĕри çеç, Василий Кириллович Андреев (Тĕмер), Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илме пултарнă. Анчах ăна та тăван яла тĕрĕс-тĕкел таврăнма шăпа пỹрмен пулĕ. 1945 çулхи августăн 14-мĕшĕнче Маньчжури хули çывăхĕнчи çапăçура Василий Андреев паттăррăн пуçне хунă.

18-19 çулхи яшсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ. Вĕсем хушшинче Кармал ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Афанасьевич Афанасьев та пур. Вăл хăйĕн кĕлеткипе тăшман пулеметне хупăрласа, хамăр салтаксене çул уçса панă. Çакăн пек паттăрла ĕçшĕн Николай Афанасьева Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă.

Шкул ачисем паттăрсене яланах асра тытаççĕ. Вĕсене асăнса лартнă палăксем умне чечексем лартаççĕ, хĕлле юртан тасатса тăраççĕ. Тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть 6-7 класс ачисем йĕлтĕрсем сырса Кармалти Н.Афанасьев бюсчĕ умне чечек çыххи кайса хучĕç. Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче районти шкулсем хушшинче Н.Афанасьева халалласа виçĕ енлĕ кĕрешỹ йĕркелерĕç. 8 шкул команди тупăшрĕ ăмăртусенче. Тушкилсемпе йăнтăрчăсем çеç килеймерĕç. Винтовкăран тĕл перессипе, автоматпа магазинне хăвăрт салатса пуçтарассипе хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ шкул спортзалĕнче.

Винтовкăран тĕл перессипе малти вырăнсене йышăннисем: 1-мĕш вырăн - М.Данилов, В.Лебедев (иккĕшĕ те Тăвай шкулĕ), 2-мĕш - Д.Егоров (Чутей), В.Чернова (Тĕмер), 3-мĕш - М.Сергеев (Тĕмер), М.Краснова (Çĕнĕ Пуянкасси).

Автомат салатса пухассипе: 1-мĕш вырăн - Д.Корнев (Тĕмер), Д.Табакова (Тăрмăш), 2-мĕш - М.Данилов (Тăвай), А.Поликарпова (Тăрмăш), 3-мĕш - В.Емельянов (Тăвай), В.Матросова (Тăрмăш).

Автоматăн магазинне салатса пухассипе: 1-мĕш вырăн - Д.Кириллов, М.Краснова (иккĕшĕ те Çĕнĕ Пуянкасси), 2-мĕш - Н.Тимофеев (Тăвай), А.Чернова (Тĕмер), 3-мĕш - М.Сергеев (Тĕмер), Д.Табакова (Тăрмăш).

Пĕтĕмлетỹ тунă хыççăн, куçса çỹрекен кубок тăвайсене тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тĕмерсемпе тăрмăшсем çĕнсе илчĕç.

Асăннă мероприятие йĕркелеме пулăшнăшăн Тĕмер ял администрацийĕн пуçлăхне Г.Ивановпа райадминистрацин социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн тĕп специалистне А.Петрована тав тăватпăр.

Н.БОЛЬШОВА.

Тĕмер шкулĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: çĕнтерỹçĕ команда ăмăртăвĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика