Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Валинккен» черетлĕ çитĕнĕвĕ

03 февраля 2017 г.

Çак кунсенче тĕп хуламăрта, Шупашкарта, Пĕтĕм Раççейри «Хамăр ял юррисем» фольклор ушкăнĕсен конкурсĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикинчи тата унăн тулашĕнчи чапа тухнă халăх фольклор ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Валинкке» халăх фольклор ушкăнĕ те хастарлăхпа палăрчĕ. Эпир чăваш халăхĕн, ытларах тури чăвашсен йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе паллаштартăмăр. Жюри пирĕн ĕçе пысăка хурса хакларĕ. Таса та хитре юрланăшăн, ташланăшăн, йăла-йĕркене ĕненмелле туса кăтартнăшăн, сцена çинче хамăра тытма пĕлнишĕн çĕнтерÿçĕ пулса тăтăмăр, 1-мĕш степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçрĕмĕр. Çавăн пекех «Валинкке» халăх фольклор ертÿçине Светлана Соколовăна Пĕтĕм Раççейри «Хамăр ял юррисем» фольклор ушкăнĕсен Хисеп хучĕпе чысларĕç.

И.НИКИФОРОВ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика