Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Одимпиадăра палăрнă

03 февраля 2017 г.

Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕ пырать халĕ. Унта район шайĕнчи тĕрĕслевсенче çĕнтернĕ вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Январĕн 25-28-мĕшĕсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче истори предмечĕпе тата акăлчан чĕлхипе олимпиадăсем иртрĕç. Унта кашни тĕрĕслевпе республикăри 86 шкул ачи хутшăннă.

Элĕк районĕнчен вара историпе Юнтапари вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен А.Степановăпа Элĕк вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен А.Романова, С.Хоркунов, Ю.Спиридонова, Мăн Ямаш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Н.Миронов, акăлчан чĕлхипе Элĕк вăтам шкулĕнчи Н.Волкова ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕсленĕ.

Олимпиадăн икĕ тапхăрĕ витĕр тухса тĕрлĕ ыйту çине хуравлама тивнĕ вĕренекенсен. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх, респуликăри 11-мĕш классем хушшинче Арина Степанова чи пысăк балл пуçтарса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Элĕк вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Анна Романова призерсен шутне лекнĕ. Акăлчан чĕлхипе вара Наталья Волкова призер пулса тăнă.   Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсенче паллах вĕсене вĕрентсе хатĕрлекен педагогсен тÿпи те пысăк. Ку чухне Людмила Ильинапа Эдуард Волков, Валентина Запасова та тав сăмахне тивĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика