Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар

31 января 2017 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнчеюлашки çулсенче нумай пурăнакансен йышĕ ÿснине, пурнăç тăршшĕн кăтартăвĕ вăрăмланнине асăнни пирĕн районшăн та пĕлтерĕшлĕ. Эренар ялĕнче пурăнакан Анна Павловна Павлова - районти чи ватă çынсенчен пĕри. Январĕн 28-мĕшĕнче хисеплĕ ватă 100 çул тултарчĕ.

Пĕр ĕмĕре хыçа хăварасси е унран та иртесси пирки пурăннă чухне кам та пулин шухăшлать-ши; 100 çула çитме çăмăл мар. Анна Павловна хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче ыррине те, усаллине те пайтах курнă.

Хресчен çемйинче çурланăскер мĕн ачаран хуçалăх ĕçĕнче тимленĕ. Ялти çамрăкпа Петр Владимировпа пĕрлешсе ывăл çуратнă. Çамрăк мăшăр «Динамо» хуçалăхра тăрăшнă. Анчах та пирĕн çĕршыв çине фашистсем тапăнсан кил хуçи арçынĕ вăрçа тухса кайнă та унтан таврăнайман. 1942 çулта Анна Павловна мăшăрĕ вилни çинчен хут илнĕ. Анна Павловна Валерий ывăлĕпе тăлăха тăрса юлнă. Йывăрлăха пăхмасăр пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне ура çине тăратассишĕн хуçалăхра ырми-канми тимлет.

Вăрçă вăхăтĕнче хĕрарăмсем арçын ĕçĕсене те пурнăçлама тивнĕ: хуçалăхра тăрăшнипе пĕрлех вăрман ĕçленĕ, вут-шанкă йăтнă. Тул çутăлсан уй-хире тухаканскерсем хĕвел тарса пытаниччен те кĕмен. Чылай хура-шурне тÿсме тивнĕ тăлăх хĕрарăмăн. Вăрçă чарăнсан та, мĕнпур халăх ура çине майĕпен тăма тытăннă чухне, чăтăмлă чăваш хĕрарăмне шăпа каллех тĕрĕсленĕ. Уй-хиртен кĕме те пĕлмен вăл. Хăйĕнчен 10 çул кĕçĕнрех Тихон Максимовпа çемье çавăрса 4 ача çуратнă. Шел пулин те, пĕри вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Мăшăрĕ те 90 çул тултарсан пурнăçран уйрăлнă. Йывăрлăхсене парăнтарса вăл мăшăрĕпе хăйĕн ĕмĕрĕнче виçĕ çурт çĕкленĕ. Мĕн калăн: Анна Павловнăн шăпи çăмăл килмен. Унтанпа чылай шыв-шур юхнă пулсан та вăрçă кунĕ сене кинемей час-часах аса илет. Хăш-пĕр саманта тĕлĕкре тĕлленни те çав синкер тапхăр унăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнине çирĕплетет.

Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар. Кинемей 100 çулта пулсан та халĕ те алă усса ларманни тĕлĕнтерчĕ. Вăл кил хуçалăхĕнче Леонид ывăлĕпе Марина кинне май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Тĕлĕнмелле те, вăл юр та хырать, кÿршĕсем патне ларма та çÿрет, ялти пурнăçпа интересленсех тăрать. Вăл ĕçсĕр пĕр самант та ларма пултараймасть. Сенкер экран умне ларса мăнукĕсем валли алсиш-нуски çыхать, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлсе тăрать. Хăйĕн ĕмĕрĕнче хăрах куçне операци тунă чухне пĕр хутчен çеç больницăра выртнине те палăртать. Чир-чĕр унран аякра çÿренине, ÿслĕк ерсен е пуç ыратсан килти меслетсемпе сипленнине пĕлтерет 100 çулхи кинемей. Район хаçатне юратса вуланине те пытармасть хисеплĕ ватă. Çывăх çыннисем Анна Павловна пирки куçлăх тăхăнмасть, хаçат-журнала хăрах куçĕ-пе вулать тесен малтанах ĕненмерĕм те. Район хаçатĕнчи статьяна вуласа парсан вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм.

Анна Павловна Павлова 100 çулта та маттур-ха. Унăн хăлхи лайăх илтет, алă-ури ĕçлет, ăш-чикĕ ыратмасть. Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре пулнине ыйтсан, Анна Павловна хăвна тата çумри çынсене хисеплени, вĕсене усал туманни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни тата ĕçе юратни пулнине пĕлтерчĕ. «Çамрăк чухне эпĕ конюхра нумай ĕçленĕ. Лашасене виççĕн пăхнă. Кунĕпе тата çĕрĕпе уйра пурăнаттăмăр, ун чухне лашасене кĕртмен, уйрах çÿреттернĕ. Выççине те нумай тÿснĕ эпир. Шывпа хырăма тăрантарнă», - иртнине аса илсе каласа парать тыл ĕçченĕ.

Çĕр çул - пысăк пуянлăх. Анна Павловна чăннипех те хисепе тивĕç. ветеран çулĕсене кура мар çирĕп, çав вăхăтрах тарават та ăшпиллĕ. Çĕр çине килнĕренпе пĕр ĕмĕр иртрĕ пулин те ытамĕпе пĕтĕм тĕнчене çупăрлама хатĕр тейĕн. Кинемей пулни-иртнине те лайăх асăтвать. Ĕмĕр хушшинче ăна историри чылай пулăма курма, тÿсме тивнĕ. Асаплă та тертлĕ вăрçă çулĕсем, упăшкине çапăçу хирĕнчен кĕтни, мăшăрне, ачине юлашки çула ăсатни... Апла пулин те вăл йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнă. Паян ăна 9 мăнук, 15 кĕçĕн мăнук тата кĕçĕн мăнукĕсен 2 ачи савăнтарать.

Анна Павловнăна сумлă юбилей ячĕпе район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров, Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Васильева саламларĕç. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа пачĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Пысăк кĕрекене ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, кÿршисемпе тăванĕсем пуçтарăнни темрен те паха пулнине çирĕплетсех каларĕ Анна Павловна, пурне те тав турĕ.

Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429237, Аликовский район, с. Тенеево, ул. Центральная, д. 41
Телефон: 8(83535) 68-2-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика