Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Сиктĕрме хăнасене йышăнчĕ

Ачаран ар тунă вырăн,
Час кураймăп, сывă пул!... тесе сывпуллашнă Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай хăйĕн савнă Сиктĕрме ялĕпе.

Тăван кĕтесĕ те хăйĕн ывăлне асран кăлармасть. Çак кунсенче унта поэт çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май пысăк мероприяти иртрĕ. Унта ЧР культура министрĕ Константин Яковлев ертсе кайнă делегаци те хутшăнчĕ. Йышра — Петĕр Хусанкайăн мăшăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, ывăлĕ Атнер Хусанкай, ЧР Профессинал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов, поэтсемпе журналистсем, юрăçсем. 

Фоторепортаж 

Надежда СМИРНОВА.



"Хыпар"
25 января 2017
14:12
Поделиться