Чутеевское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав сăмахĕ ăшă хĕвел евĕр

17 января 2017 г.

Тав сăмахĕ ăшă хĕвел евĕр

Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипе тав сăмахĕ каламалли кун пулчĕ. "Тăван чĕлхе илемĕ" кружок ачисемпе уроксем пĕтнĕ хыççăн ялти вулавăша çул тытрăмăр. Унта пире Надежда Матвеева библиотекарь ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Вăл çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ, ачасем пĕрин хыççăн тепри вĕсемпе интересленчĕ, килте вулама çыртарса илчĕ.

Надежда Викторовна паллă кун ячĕпе çыхăнтарса тупмалли юмахсен тупсăмне пачĕ, интереслĕ вăйăсем выляттарчĕ. Уйрăмах "Спасибо" вăйă килĕшрĕ ачасене. Хăйсен хушшинчи туслăх çирĕп пулни палăрчĕ вăйăра. Юлашкинчен пылак çимĕçпе хăналарĕ çамрăк библиотекарь, вулавăшпа туслашма сĕнчĕ.

Тав сăмахĕ йышши ырă сăмахсене каласси кунсеренех йăлара пулмалла. Ахальтен каламаççĕ: "Сивĕ сăмах сивĕтет, ăшă сăмах ăшăтать", е тата "Ăшă сăмах çу кунĕ, сивĕ сăмах хĕл кунĕ" тесе. Çын чун-чĕрине ăшăтакан, кăмăлне çĕклекен сăмахсем каланăшăн укçа та илмеççĕ, чĕлхе те татăлса ỹкмест. Çынна ĕçпе пулăшаймасан та ырă сăмах каласа чунне çĕклентересчĕ. Тепĕр чух ăшшăн калаçни эмелрен те пахарах.

Л.МИХАЙЛОВА.

Чутей ялĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика