Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăçран ăсталасси - чун йăпатмăшĕ

13 января 2017 г.

Питĕшкассинче пурăнакан Алексей Гаврилов - чăн-чăн ылтăн алăллă арçын. Çакна ун ĕçĕсене курсан пушшех те ĕненетĕн. Вăл мĕн ачаранах ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене, тăва- нĕсемпе юлташĕсене хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Халĕ те ун ĕçĕсенчен куç илес килмест. Хăйĕн ĕçне аван пĕлни, ăна юратса, тăрăшса туни тÿрех палăрать. Техникăпа ĕçлеме юратни те куç кĕрет.

Алексей Сергеевич паянхи кун «Аликовское» МСОра вăй хурать. Çав хушăрах килте те, Питĕшкасси ял тăрăхĕнче те мăшăрне пулăшма ĕлкĕрет. Сăмах май Алина мăшăрĕпе вунă çул каялла пĕрлешнĕ. Халĕ вĕсем икĕ ачана пăхса çитĕнтереççĕ. Тĕрĕс тата тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ.

Юсав ĕçĕсене хăех пурнăçлать арçын. Укçа-тенкĕ çитменни ял тăрăхне палăрт- нă ĕçсене тума ура хурать. Акă вырăнти хăй тытăмлăх органĕн çурчĕ кивелсе пынă май урай каштисем те чалăшнă пулнă. Кранпа ĕçлекен кĕске вăхăтрах кăна та юсанă. Кунти условисене лайăхлатасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă Алексей. Шыв кĕртсе пама килĕшнĕ. Çапла яланах унта та, кунта та çитет çивĕч арçын. Ялти клуб çумĕнче беседка та ăсталаса лартнă вăл. Пулăшу кирлĕ вăхăтра ăна яланах чĕнеççĕ унта ĕçлекенсем.

Гавриловсен килĕ те илемлĕ. Кунта та арçын ăста пулни йĕри-тавралла сăнасанах курăнать. Йывăçран ăсталанă беседка, унăн эрешĕсем ытла та илем кÿреççĕ таврана. Çатан карта тытма та ÿр- кенмен кил хуçи. Пÿртĕн иккĕмĕш хутне те пĕчченех хăтлăх кĕртнĕ. Ялан мĕн те пулин çĕннине вĕренсе çавна ăсталама тăрăшать. Ăнсăртран курнă хитре япаласем тÿрех куçа илĕртеççĕ вĕт. Çавнашкалах Алексей Гаврилов та интереслĕ япала курсанах чăтаймасăр тÿрех хăй ăсталать. Чи малтанах вăл пÿртре чечексем лартмалли, каярахпа иккĕмĕш хута хăпармалли картлашка тунă. Çамрăк арçын тем тума та пултарать. Евроюсав ĕçĕсене те çăмăллăнах тăвать - плитка çыпăçтарать, сантехника вырнаçтарать тата ытти те.

Алексей Питĕшкассинче вун пĕр класс пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти училищĕре автомеханика вĕреннĕ. Унтанпа кранпа ĕçлеме ирĕк паракан разрячĕсене те пысăклатса пынă. Салтак службине Новосибирскинчи стрелоксен дивизинчи тип çĕр çинчи çарĕсенче ирттернĕ.

Çынсем ăстаçăна саккас парса та ĕçлеттереççĕ. Йывăçран илемлĕ япаласем ăсталасси йывăрлăх кÿмест ĕнтĕ ăна. Хăйне килĕшекен ĕçпе аппаланни ăна вăй-хал, хавхалану кÿнине тата вăхăта усăллă ирттернине палăртать «ылтăн» алăллă арçын.

А. ТУВАНСКАЯ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика