Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле туслă пурăннине мĕн çиттĕр?

13 января 2017 г.

Питĕшкасси район центрĕнчен инçерех вырнаçнă. Вăл Етĕрне еннелле каякан çул хĕрринче тесен тĕрĕсрех пулĕ. Унта çитсе курасси йывăр мар, асфальт çул çăмăллăнах ку яла илсе çитерет. Ял тăрăхĕн центрĕ пулни, шкул, клуб, лавкка кунта вырнаçни халăхăн пурнăçне çăмăллатать. Кунта пурĕ виçĕ урам: Войков, Мир тата Çыран хĕрринчи (Набережная). Пурĕ çитмĕле майлă килте пурăнаççĕ. Анчах та хуçисĕр тăрса юлнă пушă пÿртсем те вырăнăн-вырăнăн тĕл пулаççĕ кунта.

Ял историйĕпе паллашас тĕллевпе Лев Архиповăн «Элĕк енĕ» кĕнекине алла тытрăм. Унта Питĕшкасси çинчен çапла çырнă: «1787-1782 çулсенче ирттернĕ перепиç материалĕсем тăрăх, ялта 15 кил пулнă». Унтанпа йыш та, пÿрт те хушăнса пынă. Ĕлĕк ку ял çумĕнче Вăрманкасси ялĕ пулнă. 1963 çулта вăл Питĕшкассипе пĕрлешсе кайнă. Халĕ ăна Мир урамĕ теççĕ ял çыннисем. Чи пĕрремĕш шкул Питĕш- кассинче 1888 çулта уçăлнă. Ялта ача сачĕ пурри тата инçе кайса çÿремелле марри ачасене те, ашшĕ-амăшне те савăнтарать. Шкул çуртĕнче вырнаçнă вăл. Хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратакансем те сахал мар ку тăрăхра. Вĕсене валли библиотека алăкĕ яланах уçă. Тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме, вăхăта усăллă ирттерме, юрра-ташша хăнăхма культура çурчĕ халăха йышăнать. Унти ĕçе Юрий Давыдов ертсе пырать. Клуб çумĕнчи кружока ытларах Питĕшкассипе Çулавăç ялĕн çыннисем çÿреме кăмăллани сисĕнет. Халăх клуба ытларах та ытларах туртăнма пуçлани клуб ертÿçине савăнтарать. Вăл хăй купăсçă пулнă май илемлĕ çемĕсемпе, хăй шăрантаракан юрăсемпе çынсен чунĕсене тыткăнлать. Пĕр-пĕр мероприятие хатĕрленес тенĕ чухне те халăха пуçтарать вăл. Хăйĕн пултарулăхне ĕçре кăна çирĕплетмен, районта та, республика шайĕнче те тĕрĕсленĕ. Паянхи кун купăс калас ăсталăхĕ вăйланса та çитнĕ ĕнтĕ.

Ял тăрăхĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ялти хастарсенчен пĕри - Олег Арсентьев. Вăл хăйĕн ирĕкĕпе ялти уй хапхине çĕнетнĕ. Кивелсе юхăннă картана хăех улăштарма шутланă. Вăл ертÿçĕсем каласса кĕтмест, ялти çитменлĕх- сене кура кĕске вăхăтрах вĕсене йĕркене кĕртме ÿркенмест. Юсав ĕçĕсене те вăхăтра пурнăçлать. Çавнашкал çынсем пурришĕн ял тăрăхĕн администрацийĕ савăнать, тавçăрулăхпа ĕçченлĕхшĕн тата ÿркенменшĕн ăна тав тă-вать.

Ял пурнăçне йĕркелесе тытса пыма ял старостине Зинаида Фоминана шаннă. Вăл ял тăрăхне яланах пысăк пулăшу парать. Кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра татса пама пултарать. Зинаида Самуиловна çивĕчлĕхĕпе кăна мар, ĕçе йĕркелесе пыма пĕлнипе те палăрать. Тивĕçлĕ канура пулин те килте тăпланса ларма чăтăмлăх çитереймест. Хулара нумай çул пурăннă хыççăн яла куçнă вăл. «Ял пурнăçĕпе интересленсех тăрать. Укçа-тенкĕ пуçтарассине кĕске вăхăтрах йĕркелет. Ял тăрăхĕнче тумалли ĕçсене чунтан пурнăçлать. Питĕ тăрăшать ял условийĕсене лайăхлатассишĕн», - теççĕ ун пирки ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем.

Питĕшкассинче ял уявĕ кăçал иккĕмĕш хут иртнĕ. Малтанхи çулсенче ăна паллă туман. Халĕ вара ял çыннисем пĕрле пухăнса, юрласа, ташласа савăнма пултарнине хаваспах йышăнаççĕ. Кун пек чухне çамрăксем уяв тума хуларан яла вас-каççĕ. Çамрăксен шучĕ ялта сахал. Анчах та тăван кĕтесе каялла таврăнса кил-çурт, çемье çавăрнисене ырлас килет. Вĕсенчен пĕри - Гермоген Павлов. Вăл мăшăрĕпе Шупашкар хулинче тĕл пулнă. Пĕр çемьене тĕвĕленсен çамрăксем яла куçнă. Нумаях пулмасть çурт çĕкленĕ. Гермоген савнă мăшăрĕпе икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ.

Çавăн пекех Питĕшкассинче чи ватă çынсен хисепĕ те пысăк. Вĕсем - Николай Иванов, Алевтина Сидорова, Тамара Евдокимова, Анисия Арсентьева, Анна Иванова тата ыттисем те. Пĕтĕмĕшле илсен, ялта пурнăç вĕресе тăрать тесен те йăнăш пулмĕ.

Килĕренех выльăх- чĕрлĕх усрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ кунта пурăнакансем. Йышлă выльăх тытакансене те уйрăммăнах палăртрĕç. Альбина Иванова чылай çул кил картинче нумай ĕне усранипе паллă. Çуллахи вăхăтра вунă пуç таранах тытать. Филимоновсем ĕнесем кăна мар, пĕчĕк вăкăрсем те ĕрчетеççĕ. Славăн, хресчен-фермер хуçалăхĕ пулнă май, çĕр лаптăкĕсем те сахал мар. Вăл унта тырă-пулă, кăшман, çĕр улми çитĕнтерет, утă çулса илсе выльăх апачĕ хатĕрлет. Ку çăмăл мар ĕçре ăна техника пулăшать. Ĕне выльăх шучĕ пĕчĕк мар пулин те ялта сурăх усракансем йышлă мар. Уйрăм кĕтÿ çук. Ĕне касăвĕ вара иккĕ. Выльăх тытакансем кунсерен ир-ирех сĕт пама тухаççĕ. Ял çыннисенчен сĕт туянассине Н.Сергеев тата райпо йĕркеленĕ. Ку ялти Александр Андреев темиçе çулах лаша усрать. Вăл ăна ĕç тума кăна мар, юлташ вырăнне те тытать тейĕн. Лашипе пĕрле касу пăхма та хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. А.Андреевăн мăшăрĕ Нина Дмитриевна хитре юрлассипе паллă. Вăл Элĕкри «Валинкке» фольклор ушкăнне юрлама çÿрет.

Тахçантанпах çивĕч тăракан ыйту халĕ те ял-йыша канăç памасть-ха. Ялта пурăнакансен çулласерен çул-йĕр нушине тÿсме тивет. Ялти пĕр урамра кăштах вак чул сарнă, анчах та ытти урамсенче асфальт çул хывман пирки йĕпе-сапара йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ Питĕшкассисем. Ялта шыв ыйтăвĕ канăçсăрлантармасть, мĕншĕн тесен икĕ башньăран шыв кашни килех çитет.

А.СИЛИВЕСТРОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика