Красноармейский район

Алманчинское сельское поселение

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çĕнĕ çултан çĕннине кĕтетпĕр”

30 декабря 2016 г.

Ырă йăлапа Çĕнĕ çул умĕн эпир район администрацийĕн пуçлăхĕпе С. Л. Молотковпа курнăçрăмăр, темиçе ыйтăва хуравлама сĕнтĕмĕр. Ыйту: Сергей Львович, 2016 çул Трак ен çыннисемшĕн мĕнпе асра юлĕ? Хурав: Чи малтанах Раççейре — Кино, Чăваш Енре — Ĕç çыннин, Трак енре вара Э. М. Юрьев ентеш-ỹнерçĕ çулталăкĕ пулнипе. Çĕнĕ çул умĕн ăна ĕçлĕ лару-тăрура хупрăмăр. Чăн та, çулталăк хушшинче чылай ырă ĕç тума пултартăмăр. Кăçал ял хуçалăх отраслĕшĕн çăмăлах килмерĕ пулин те, авă, уй-хирти мĕнпур пуянлăха алла илтĕмĕр. Кашни гектартан районĕпе вăтамран тĕш тырă — 22,2, çĕрулми — 209, пахча çимĕç 108,5 центнер пухса кĕртрĕмĕр. Аш-какай туса илессине “Красное Сормово”, “ВОЛИТ”, “Караево”, “Таябинка” Агрофирма” ООО-сем унчченхи çулхинчен самаях ỹстерчĕç. Сĕтпе те тĕллев пурнăçланчĕ. “Красное Сормово” хуçалăхра 400 пуç ĕне вырнаçмалăх хальхи йышши 60 миллиона яхăн тенкĕлĕх çĕнĕ вите хута кайрĕ. Карайсем 22 пуç ăратлă выльăх туянчĕç. Хуçалăхсемпе фермерсем 12 миллиона яхăн тенкĕлĕх çĕнĕ техника илчĕç. Промышленноçра та ỹсĕмсем çук мар. “Чесла”, “Скороход” ООО-сем — атă-пушмак, И. Дмитриев уйрăм предприниматель çĕвĕ изделийĕсем хатĕрлессипе курăмлă ĕçлесе пыраççĕ. Суту-илỹпе обществăлла апатлану предприятийĕсем те пĕлтĕрхинчен ăнăçлăрах вăй хучĕç. Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх те малалла аталанать. Унта халĕ 2268 çын тимлет. Кăçал “Инесса”, “Елена”, “Мундштук” лавккасемпе “Монро” парикмахерски хута кайрĕç. 11 уйăхра мĕнпур çăл куçсенчен (пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене шута илмесĕр) 142,8 миллион тенкĕлĕх инвестицисем явăçтарнă, 2015 çулхипе танлаштарсан, ỹсĕм 2,4 хут пысăкрах. Строительствăра та лайăххи çук мар. Районта, акă, 3271,48 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайрĕ. Çамрăк 3 çемьене хваттер туянма е уйрăм çурт-йĕр тума 1663200 тенкĕлĕх свидетельство панă. Тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтересси малалла пырать, конкурс итогĕсемпе муниципаллă 2 контракт çирĕплетнĕ. Яллă вырăнта пурăнакан çамрăк 8 çемьене çурт-йĕр çавăрма 5070,36 пин тенкĕлĕх социаллă тỹлев уйăрнă. Красноармейски ялĕнчи Гурий Степанов урамĕнчи 23-мĕш çуртăн тăррине тĕпрен юсанă. Яманакра çĕнĕ ФАП хута кайрĕ. Пайсупин, Çĕнĕ Выççăлккă, Алманч ялĕсенче çĕнĕ аллейăсем уçăлчĕç. Ямайкассинчи Дмитриевсен çемйи, республикăра тирпей-илем енĕпе иртнĕ конкурса хутшăнса, çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ, укçан премине тивĕçрĕ. Çĕнĕ çулсем тăвас тата пуррисене тытса тăрас ĕçе те тимлĕх уйăратпăр. Кушкă, Чатукасси, Çĕньял Карай ялĕсенчи çулсене туса пĕтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев вĕрентỹпе культура тата спорт çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна пулах эпир кăçал Упи шкулĕнчи спортзала (888 пин тенкĕлĕх) тата 5 шкулти санузелсене тĕпрен юсарăмăр. Вĕрентỹри, сывлăха сыхлас ĕçри, культурăпа спортри çитĕнỹсем те палăрăмлă. “Трак ен” ентешлĕх йĕркеленнĕренпе 25 çул çитнине анлăн паллă турăмăр, ят-сумлă ентешсене туллин чысларăмăр. Районăн Яманакри кунĕ те хамăр культура ĕçченĕсем вăй хунипех иртрĕ. “Вăй — пĕрлĕхре” теççĕ те, вĕсем, паллах, çак тытăмсенче тăрăшакан кашни çын хастарлăхĕнчен килеççĕ. Ыйту: Калăр-ха, тархасшăн, 2017 çулта район çыннисене епле çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ? Хурав: Раççей Президенчĕ В. В. Путин çитес çула — Экологи, Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç. Тăван районта та çак енĕпе тĕллевсем уçăмлă, çанă тавăрса хĕрỹ ĕçе кỹлĕнмелле çеç. Çĕнĕ çулта Тусайпа Шывпуç ялĕсенче çĕнĕ ФАП-сем тумалла. Красноармейскинчи Союзная урамра тата Çĕньял Шетмĕре çĕнĕ çулсем пулмалла. Красноармейскинчи Ленин урамĕнчи 64-мĕш çурт вырăнĕнче нумай хваттерлĕ çĕнĕ çурт тума пуçăнмалла, ăна конкурсра çĕнтернĕ “ТУС” ХАО хăпартмалла. Кунсăр пуçне çитес çуракине хатĕрленес, хĕл кунĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци калăпăшне пĕчĕклетес мар тесе вăй хумалла. Паллах, ытти тытăмсенче тимлекенсене те çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ. Паян — ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах тăрăшмалла, вара ỹсĕмсем те пулаççех. Ыйту: Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май, хамăр тăрăхра пурăнакансене мĕн суннă пулăттăр? Хурав: Çĕнĕ çултан кашниех ыррине кĕтет. Пысăк уяв ячĕпе эпĕ пурне те тулли кăмăлтан ăшшăн саламлатăп, çĕр çинчи чи ыррине — сывлăх, вăй-хăватпа пархатар, ăнăçусем сунатăп. Çĕнĕ çултан çĕннине кĕтетпĕр. Вăл кашни килех ăшă, хаваслăхпа телей илсе килтĕр. Çывхаракан Çĕнĕ 2017 çул ячĕпе, ентешсем!

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика