Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил ИГНАТЬЕВ: муниципалитетсен çур утăм маларах пыма хăнăхмалла

23 декабря 2016 г.

Декабрĕн 20-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канашĕн черетсĕр VI съезчĕпе Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен Правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Элĕк районĕнчен район пуçлăхĕ Владислав Волков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Пухăннисем умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухса калаçрĕ. Республикăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕнче шăпах вăйлă муниципалитетсем тăнине палăртрĕ. Халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене çийĕнчех татса парасси, ял тăрăхĕсемпе муниципалитетăн пурнăç шайне тата пахалăхне ÿстересси вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тухăçлă ĕçленинчен килет. Республика Пуçлăхĕ юлашки вăхăтра ырă улшăнусем пуррине палăртрĕ, анчах ырана хăвармасăр татса памалли ыйтусем пуррине те асăнчĕ. «Хăш-пĕр муниципалитетсенче программăсене республикăрисене кура шайлаштарса çитермен. Эпир сире май килнĕ таран тулли пулăшу пама хатĕр, анчах сирĕн те юлса пымалла мар, çур утăм маларах та пымалла», - çирĕппĕнех асăрхаттарчĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех вăл республикăра 2016 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленине палăртрĕ, тăрăшулăхпа палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Пирĕн районтан Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Гаврилова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçрĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина виçĕ çуллăх бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕпе паллаштарнă май уйăрса панă укçа-тенкĕпе туллин усă курманшăн уйрăм муниципалитет ертÿçисене çирĕппĕнех асăрхаттарчĕ. Муниципалитет пĕрлĕхĕсене харпăр хăй тупăш пайне ÿстерессипе туса ирттермелли ĕç планне çирĕплетме сĕнчĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе федерацин тĕрĕслевпе асăрхаттару службисем пĕр-пĕринпе ĕçе мĕнле йĕркелени çинчен Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлĕхĕсен Правленийĕн Канашĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тĕплĕн каласа пачĕ.

Çавăн пекех Леонид Ильич муниципалитет пĕрлĕхĕсен Обществăлла конгресĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пуçарулăхпа палăрнисене чысларĕ. Пысăк хисепе тивĕçнисен йышĕнче Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов та пулчĕ. Унăн ĕçне «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассипе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» Хисеп паллипе хакларĕç.

Ларура Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен Правленийĕн Канашне тата Чăваш Республикинчи муниципалитет Канашĕн ревизи комиссине суйларĕç.

Марина ЛЕОНТЬЕВА

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика