Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче – чи пултаруллисем

21 декабря 2016 г.

Нумаях пулмасть пире, «Кумсем» ушкăна, Комсомольскинчи культура çуртĕнче паллă юрăçăн - Марина Волкован пултарулăх каçне хутшăнма тÿр килчĕ. Пире Каçал халăхĕ лайăх йышăнчĕ. Концерт чаплă пулчĕ.

Мана вара пуринчен ытла залра халăх лăк тулли пулни, клуб умĕнче çăмăл машинăна лартма вырăн çукки килĕшрĕ. «Вырăнти артистсем пулсан культура керменĕнче яланах куракансем йышлă, Шупашкарсем пулсан - сахалтарах», - теççĕ кÿршĕ районти ĕçтешĕмĕрсем. Эпĕ те вĕсене: «Елчĕкри артистсем те маххă  памаççĕ, вĕсен концерчĕсенче яланах зал тулли», - терĕм. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче «Упра мăшăрна» ятпа ирттернĕ концерта тĕслĕх илсе кăтартрăм.

Туссем! Елчĕксем! Эпир, чăнах та, чи чăнкисем! Эсир ыйтнипе эпир кăçал та сире çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлас тесе, декабрĕн 23-мĕшĕнче, «Туссем пĕрле пуçтарăнсан» ятпа пысăк концерт лартма шутларăмăр. Кăçал концертра çемьесем çеç мар, районти чи пултаруллă коллективсемпе уйрăм юрлакансем пулĕç. Вĕсен хушшинче - Елчĕкри «Туслăх», «Варкăш», «Кумсем», Тăрăмри «Алмантай», Лаш Таяпари «Сударушки» ушкăнсем. Уйрăм юрлакансем - Комсомольскинчи Марина Волкова, Александр Кокшин, Ильнар Хисанов. Елчĕкрен - Лидия Траншкина, Зарема Князева, Лилийăпа Иван Шурбинсем, Ольгăпа Валерий Архиповсем, Марина Демьянова, Вера Панкратова. Мăшăрсем - Ольăпа Сергей Красновсем, Людмилăпа Виталий Марковсем, Эдуардпа Дарья Степановсем, Александрпа Александра Матвеевсем тата ытти артистсем.

Ырă сунса кĕтетпĕр сире. Концерт 19 сехетре пуçланать.

Иван ШУРБИН.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика