Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ

24 декабря 2016 г.

Раштав уйăхĕнче Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче Хĕл Мучин «резиденцийĕ-мастерскойĕ» уçăлчĕ.

Унпа паллашма шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕ куллен кĕрсе тухаççĕ. Мастер-класра хытă тата тĕрлĕ тĕслĕ хутран, фетртан тата ытти материалтан ăлка теттисем, вак-тĕвек япаласем, юр пĕрчисем ăсталама  май пур. «Резиденцие» уçнă çĕре Елчĕкри пуçламăш классенче вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç. Хĕл Мучипе Юрпике шкул ачисене çывхарса килекен Автан çулĕпе саламларĕç. Мастер-класра ачасем чăрăш çине çакмалли пысăк «канфет» тума вĕренчĕç.

Музейçĕсем вырăнта кăна лармаççĕ, шкулсене тухса çÿресе те мастер-класс ирттереççĕ. Елчĕкри кĕçĕн класс ачисем пĕчĕк коньки, хутран касса Хĕл Мучи, çăмхаран тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, юр пĕрчи тата нумай интереслĕ теттесем хатĕрлеме вĕренчĕç. Елчĕкри культура çуртĕнче «Кино кунĕ» акцие хутшăннă ачасене уйăпсем, Хĕл Мучипе Юрпике ăсталама вĕрентрĕмĕр. Мастер-класра кĕтетпĕр сире, туссем!

С.СТЕПАНОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика