Янтиковское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

"Добро пожаловать на наш сайт"

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сутма чармалла

23 декабря 2016 г.

Иркутскра контрафактлă "Боярышникпа" наркăмăшланса вилнисен хисепĕ ĕнерхи кун тĕлне 70 çынран та иртнĕ ĕнтĕ. Больницăна вырттарнисем те чылайăн. Наркăмăшланнисем пурте "ванна кĕмелли концентрата" эрех вырăнне ĕçнĕ. Суту-илỹре вăл 40 тенкĕне яхăн тăрать иккен. Хулара "Боярышникпа" сутă тăвакан точкăсене тупса палăртнă.

Следовательсем наркăмăшлă продукцие саракан 10 ытла çынна тытса чарнă ĕнтĕ. Саккунсăр çаврăнăшран 2 пин ытла "Боярышник" фанфурикне туртса илнĕ. Экспертсем ку продукцире метанол пуррине палăртнă. Унăн темиçе миллиграмĕ те çын организмĕшĕн çав тери сиенлĕ.

РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев Правительствăна спирт шĕвекĕсене ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕнчен кăларма хушнă.

Маларах Александр Хлопонин вице-премьер эрех сутмалли йĕркене çирĕплетессипе саккун проекчĕсене çывăх вăхăтрах йышăнасси пирки каланă.

"Малашне кунпа килĕшсе пурăнма май çук. Ку тĕлĕшпе норматив акчĕсене йышăннă хыççăнах кунашкал препаратсемпе ваккăн сутă тума чарас пулать. Е вĕсемпе сутă тунине, вăл шутра ЕГАИС системине (единая государственная автоматизированная информационная система) шута илсе, питĕ тĕплĕн тĕрĕслесе тăни кирлĕ", - тенĕ Д.Медведев Правительство ларăвĕнче. Премьер кун пек продукцие сутакансене пурне те явап тыттарас пулать, тенĕ. РФ Шалти ĕçсен министерствине ку лару-тăру çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма сĕннĕ.

"Мĕншĕн тесен хăш-пĕр регионта "Боярышник" фанфурикĕсене автоматсенче те туянма пулать. Нимĕнле контроль çук", - палăртнă Дмитрий Медведев.

Декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура фанфуриксен ыйтăвне çĕкленĕ. Вăл спирт настойкисене регионти пур суту-илỹ точкинче те сутма чарма хушнă. "Эсир Иркутскри лару-тăрăва пĕлетĕр. Кун пек шĕвексене ирĕклĕн сутни акă мĕн патне илсе çитерме пултарать. Кирлĕ мĕнпур тĕрĕслев мероприятийĕсене туса ирттериччен тата вĕсен кăтартăвĕсене пĕлтериччен ку шĕвексемпе сутă тăвассине чарса лартма ыйтатăп", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика