Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей фондĕнче упранаççĕ

23 декабря 2016 г.

Музей фондĕнче упранаççĕ

Пирĕн çĕршывра 2016 çул Кино çулталăкĕ пулнă май, Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче шкул ачисемпе аслисене тĕрлĕ фильмсем кăтартассине аван йĕркеленĕ.

Вĕсен шутĕнче чи малтанхи "Страна Чувашская" документлă фильм та пур, унти кадрсене 1927 çулхине, çĕршывăн 10 çулхи юбилейне халалласа ỹкернĕ пулнă. Фильмри кадрсенче Чăваш çĕршывĕнчи çав тапхăрти пурнăçа сăнласа панă. Чылай кадра Енĕш Нăрваш ялĕнче ỹкернĕ. Çавăнпа та-и, тен, шкул ачисем те, çитĕннисем те çак документлă фильма чун хавалтан кăмăлласа пăхаççĕ.

Çавăн пекех шкул ачисене тĕрлĕ видеофильмсем кăтартнă, çав шутра: "Енĕш Нăрваш шкулне - 125 çул", "450 çул - Енĕш Нăрваш ялне пуçарса янă ятпа йĕркеленĕ уяв", "Шкул ачисемпе учительсен фольклор уявĕсем", "Музей пурнăçĕнчи тĕрлĕ мероприятисем" тата ытти те. Çаксем пурте музей фондĕнче упранаççĕ. Тĕрлĕ фильмсенчи кадрсем Енĕш Нăрваш ялĕн историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă, çакă вара чи хакли.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: музейре кино пăхнă вăхăтра.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика