Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урамсене хăтлăх кĕртес, ача сачĕ тăвас ыйтусемпе килнĕ

14 декабря 2016 г.

РФ Президенчĕн хушăвĕпе 2013 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа çулсеренех Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче граждансене йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри кун иртет. Çак кун 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен федераци округĕсенче тата субъектсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕнче, ĕç тăвакан федераци, вĕсен территорилле органĕсенче, РФ субъекчĕсен патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче граждансене йышăнаççĕ.

Элĕк районĕнче граждансене йышăнмалли куна пур çĕрте те тивĕçлипех хатĕрленнĕ. Çынсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе килсен çийĕнчех тĕрлĕ ведомствăсемпе çыхăнма май пултăр тесе район администрацийĕнче видеоçыхăну, ял тăрăхĕсенче аудио-çыхăну йĕркеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов палăртнă вăхăтра чи малтан Çулавăçран килнĕ Светлана Клементьевăпа Анастасия Сергеевăна йышăнчĕ. Ял хастарĕсене Çулавăçри Шкул урамне çул сарас ыйту пăшăрхантарать.

- 2017 çулта Çулавăç чиркĕвĕ уçăлнăранпа 180 çул çитет. Çак уяв тĕлне Турă çуртне хăтлăх кĕртме шутлатпăр, анчах та ăна ял çыннин вăйĕпе çеç пурнăçлама май çук. Çак ĕçе спонсорсене явăçтарсан тем пекех аван пулмалла та, - пулăшу ыйтса хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç ял шăпишĕн пăшăрханакансем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов Çулавăç ялĕнчи Шкул урамĕнчи çул ыйтăвне тахçанах пĕлнине палăртрĕ. Çула сарса тикĕслес ыйтăва Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе те пĕрре мар хускатнă. Çула сарма проект çукки тата укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулни чăрмавсем кăларса тăратнине пĕлтерчĕ вăл. Апла пулин те, 2017 çулта ку ыйту тивĕçлипе татăлас шанчăк пуррине каларĕ.

Район çыннисене ача сачĕ тăвас ыйту пăшăрхантарнă, вĕсем ялсенчи урамсене хăтлăх кĕртесси çине тимлĕх уйăрма ыйтнă.

Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак кун 15 сехет тĕлне 12 çын ыйтупа килнĕ, вĕсенчен кашниех тивĕçлĕ хурав илнĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика