Янтиковское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

"Добро пожаловать на наш сайт"

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи çулталăкĕн марафонĕ

14 декабря 2016 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Экологи çулталăкне халалланă пĕрремĕш телемарафона хутшăннă, ăна Пĕтĕм тĕнчери "Чĕрĕ Планета" экологи юхăмĕ, РФ Общество палати тата Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви йĕркеленĕ.

"Чĕрĕ Планета" юхăм правленийĕн председателĕ Николай Дроздов профессор палăртнă тăрăх, çитес çул, Экологи çулталăкĕнче, федераци шайĕнче Пĕрремĕш общество экологи телекуравне йĕркелесси тĕп пуçарусенчен пĕри пулса тăрать. "Ку - çĕршыври экологи лару-тăрăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене çĕклемелли уçă площадка. Эпир регионсем унта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасса, эфира хăйсен программисене кăларасса шанатпăр", - тенĕ Николай Дроздов.

Телемарафонра сăмах илнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика Правительстви çут çанталăка упрас, экологи хăрушсăрлăхне çирĕплетес, симĕс зонăсен шутне ỹстерес енĕпе тимлĕ ĕçленине палăртнă. Вăл Чăваш Енре пурнăçа кĕртнĕ виçĕ инфратытăм проекчĕ çинчен каласа панă - вĕсене çĕршыври чи лайăх инвестици практикисем тесе йышăннă. Çав шутра - хытă каяшсен полигонĕ. Çĕнĕ Шупашкарти тасатакан биологи сооруженийĕсен реконструкцийĕ тата Шупашкарти тасатакан водопровод станцийĕнчи ятарлă комплекс.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика