Янтиковское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

"Добро пожаловать на наш сайт"

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă тĕлпулу

14 декабря 2016 г.

Тĕнчери футбол кунне халалласа тăвайсем иртнĕ шăматкун вăрмарсем чĕннипе кỹршĕ района футболла выляма тухса кайрĕç.

50 çултан иртнĕ ветерансем Григорий Яковлевич Гаврилов, Валерий Иванович Ильин, Иван Григорьевич Степанов, Морис Михайлович Андреев, Юрий Иванович Павлов, Владимир Николаевич Гордеев, Олег Николаевич Егоров хаваспах кăмăл турĕç выляма.

Вăрмар поселокĕнчи центрти спортзалра иртрĕ туслă ăмăрту, хĕрỹлĕхпе палăрса тăчĕ. Тăвайсен ăсталăхĕ те, вăй-халĕ те çителĕклĕ пулчĕ тесе калас килет вăййа 7:6 шутпа вĕçлесе, вăрмарсене çĕнтерме. Анчах çакăншăн кỹршĕсем те кỹренмерĕç, эпир те кăмăллă юлтăмăр. Юлашкинчен пĕрле пухăнса вĕри чейпе сăйлантăмăр.

Çитес эрнекун вăрмарсем пирĕн района килеççĕ, "Аль" ФСКра 16 сехетре пуçланĕ футбол тĕлпулăвĕ.

В.ИЛЬИН, футбол ветеранĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика