Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк ÿссе çын пулас килнĕ…

26 ноября 2016 г.

Ултă çултах сцена çине тухнă хĕр ача шкул хыççăн Шупашкарти машина строительствин техникумне вĕренме кайни чăн та интереслĕ. Амăшĕ клубра ĕçленине шута илсен - пушшех те.

Анчах пурнăç пĕтĕмпех хăйĕн вырăнне лартать. Çавăнпа ĕнтĕ çав ултă çулхи юрлама юратнă хĕр ача хăйĕн пурнăç çулĕпе пурпĕр сцена çинех "утса çитнĕ". Мăн Шашкар хĕрĕ Калайкасси каччипе çемье çавăрнă хыççăн пурнăçĕ те кăшт "çаврăннă". Мăшăрĕ судоводитель пулнăран час-часах командировкăсене тухса çÿреме тивнĕ. Çапла вара пĕрин те пулин килте пулмаллах, кил ăшшине тытса тăмаллах тесе хĕрарăм ялтах ĕç вырăнĕ тупать - клубра...

Унтанпа кăçал 30 çул та иртрĕ ĕнтĕ. Сăмах районти культура сферинчи тăрăшуллă ĕçченсенчен пĕрин пирки - Калайкассинчи клубра ĕçлекен Тамара Вострейкина (сăн ÿкерчĕкре) çинчен. Вырăнти халăх ăна клуб ертÿçинче вăй хунипе лайăх пĕлет пулсан, районти ытти кĕтесрисем - "Ентеш" юрăпа ташă ушкăнĕ тăрăх.

Клуб ĕçĕ - каçпа, тепĕр чух çĕрле те килтен уйăракан ĕç. Апла пулин те, çемьере ÿснĕ виçĕ хĕр яланах ашшĕ-амăшĕн юратăвне, кил ăшшине туйса тăнă. Халĕ аслă хĕрĕсем ĕçлеççĕ ĕнтĕ, кĕçĕнни медицина колледжĕнче ăс пухать. Клубра ĕçленĕ май Тамара Тимофеевна хĕрĕсем яланах куç умĕнче пулнă темелле. Ытти ашшĕ-амăшĕ ачисем ташă каçĕсене кайсан тĕрлĕ шухăша пула вĕсем киличчен куç хупмаççĕ пулсан, Тамара Тимофеевнăн кун пек пăшăрхану пулман.

- Малтанхи çулсенче, ĕçлеме тытăнсанах, спектакльсене хутшăннă, юрланă. Пултарулăх ушкăнĕ малтанах йĕркеленнĕ-ха, анчах ячĕ ун чухнех пулман. Çак ушкăнпа 20 çул ытла ĕнтĕ Иосиф Александров художество пултарулăх ертÿçипе пĕрле ĕçлетпĕр, - клуб çумĕнче "Ентеш" ушкăн мĕнле майпа çуралнипе кăсăклансан çапла хуравларĕ ертÿçĕ.

Хăйсене палăртас тесе "ентешсем" чи малтанхи тумтире хăйсен аллипех çĕленĕ. Хальхи илемлĕ тум валли вара хушпăвĕсене те ушкăнри хĕрарăмсем хăйсен аллипех тунă.

Каçсерен репетицисене тухмасан, концертпа ытти çынсене савăнтармасан, мероприятисем ирттермесен, ăш выртманнине калать Тамара Тимофеевна. Кăнтăрла вара клуба ытларах ачасем килеççĕ. Клуб çуртĕнче "Мазуркинсен вернисажĕ" вырнаçни те аван паллах. Аслисем клуба шашка-шахматла выляма, тĕрлĕ ал ĕçĕ тума тухаççĕ. Çакăн пек ăшă кăмăллă лару-тăру йĕркелеме пултарнă ертÿçĕ. Апла вăл çынсемпе пĕр чĕлхе тупма, кирлĕ сĕнÿ-канаш пама пултарни куçкĕрет.

Ертÿçĕн вара çурта тытса тăрассипе те тимлемелле: ăшши те кирлĕ, çутă та, юсав ĕçĕсем те тупăнсах тăраççĕ... Тамара Тимофеевна кирек хăш ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхнă, çавăнпах ĕçĕ те ăнать пулĕ.

- Сирĕн пĕчĕк чухне кам пулас килнĕ-ха; Ахăртнех, таçта шалта юрăç пулас ĕмĕтлех пулнă пулĕ; - тесе ыйтрăм.

- Пĕр-пĕр професси пирки конкретлă шухăшланине астумастăп. Пĕчĕк чухне пысăк ÿссе çын пулас килет, тенине кăна астăватăп, - терĕ.

"Пысăк ÿссе çын пулнă" Тамара Тимофеевна пушă вăхăта та ахаль ирттермест. Кĕçĕн хĕрĕпе вĕсем чи çывăх юлташсем: пĕрле скандинави патакне алла илсе уçăлса çÿреме те, бассейна кайма та кăмăллаççĕ, чуна уçса нумайччен калаçса ларма пултараççĕ.

Н. Николаева.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика