Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă амăшĕн ячĕпе

29 ноября 2016 г.

Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Шупашкар тата Чăваш ен митрополичĕ Варнава пилленипе Çатракасси ял тăрăхĕнче Çатракассипе юнашар вырнаçнă Çăлварта Час илтекен Турă амăшĕ ячĕпе çăлкуç çветит турĕç. Çавăнпа пĕрлех кунта ял çыннисене шыва кĕрсе тасалмалли вырăн та (купель) уçрĕç.

Час илтекен Турă амăшĕ ячĕпе йĕркеленĕ праçнике ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе кунти специалистсем, вырăнти депутатсемпе культура ĕçченĕсем, учительсемпе шкул ачисем, ял çыннисем йышлă хутшăнчĕç.

Çăлкуçа тасатса ирттернĕ кĕлĕне Етĕрне районĕнчи чиркÿсен ĕçченĕсене ертсе пыракан (благочинный) Сергий атте, Элĕк районĕнче ĕçлекен тата Муркаш тăрăхĕнчи чиркÿсен ĕçченĕсене ертсе пыракан Виктор атте, Уйкас Янасалти чиркÿ настоятелĕ Иоанн атте, Очăкасси чиркÿ настоятелĕ Алексий атте ирттерчĕç.

- Виçĕ çул каялла ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Трофимов чĕнсе килчĕ те ку вырăн паянхи пек таса та тирпейлĕ пуласси ĕмĕтре кăна юлнăччĕ. Анчах ĕçлес текенĕн алли тăвать. Ун чухнехи пилпе ял тăрăхĕ çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнни, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлани паян куç тулли курăнать. Ку лайăх, анчах мĕн тунине тирпейлĕ пăхса тăрасси татах та яваплăрах ĕç. Ăна ку тăрăхра пурăнакансем пĕрле пурнăçласси пирки эпĕ паян иккĕленместĕп, - терĕ кунти ĕçсене вĕçне çитерессипе активлă ĕçленисене  Шупашкар тата Чăваш ен митрополитĕнчен Тав çырăвĕсем панă май.

- Пирĕн ял тăрăхĕнче çакăн пек таса вырăн уçма пултарнишĕн ял тăрăхне тата унăн пуçлăхне Г. Трофимова пысăк тав. Кунти тирпейлĕх ял çыннисен нумай çул хушшинчи ĕмĕчĕ. Вăл тинех пурнăçланчĕ, - терĕ Шупашкартан килсе çитнĕ М. Тихонов.

- Паянхи кун ял тăрăхĕшĕн çеç мар районшăн та паллă пулăм. Эсир тирпейлĕхе юратни ыттисене те вырăнтан хускатасса шанатăп, - палăртрĕ район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн пуçлăхĕ Е. Чернова.       

Асăннă уява пухăннисем çăлкуç вăл Турă панă япала пулнăран малашне пирĕнте ĕненÿ те çăлкуç пек тапса тăтăр тесе пĕр шутлă пулчĕç.

А. БЕЛОВ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика