Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çепĕç пике - Элĕкрен

29 ноября 2016 г.

Пирĕн районта тĕлĕнмелле илемлĕ, ĕçчен те сăпайлă пикесем пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Элĕк вăтам шкулĕнче вĕренекен Нелли Львова. Илĕртÿллĕ те маттур хĕре чылайăшĕ спортри тата вĕренÿри çитĕнÿсемпе кăна пĕлет. Иртнĕ эрнере Шупашкарта иртнĕ «Раççей чăваш пики» конкурсра «Çепĕç пике» номинацире палăрнăскер чăваш культурине, йăли-йĕркине те аван пĕлнипе тĕлĕнтерчĕ.

«Раççей чăваш пики» конкурса Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин культура министерстви пулăшнипе пирĕн республикăра улттăмĕш хут иртнĕ. Кăçал унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чи хитре хĕрсем хутшăннă. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти чăваш патшалăх филармонийĕнче хăшĕ чи пултаруллине, чи ăслине, чи илĕртÿллине кăтартнă. Нелли Львова тăван чĕлхепе илемлĕ те тĕрĕс калаçни, тавракурăмĕ анлă пулни, хамăрăн культурăпа историне пĕлни, сцена çинче хăйне çыпăçуллă тытни жюри членĕсене çеç мар, залра ларакансене те кăмăла кайнă.

«Республика шайĕнчи конкурса хутшăнни мана тавракурăма анлăлатма, тус-юлташ тупма пулăшрĕ. Чи малтанах пире, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ пикесене, сцена çинче хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентрĕç, шăпа ярса номерсем валеçсе пачĕç. «Çепĕç пике» номинацире палăрнинче Инна Афанасьева тата Николай Ильин режиссерсен тÿпи те питĕ пысăк пулнине палăртас килет. Çакă вăл - пĕрлехи çитĕнÿ», - каласа парать вун пĕрмĕш класра вĕренекен хĕр пике. Хĕре хавхалантарма ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех тус-юлташĕ, тăванĕсем те пынă.

Конкурсра хĕрсен пултарулăхне жюри 5 тупăшура хакларĕ: хăйсемпе паллаштарасси, ăс-хакăл тата пултарулăх конкурсĕ, чăваш апат-çимĕçне хатĕрлесси, чăваш тумне илемлĕ кăтартасси. Çĕршывăн 11 републикинчен килнĕ 31 хĕр хушшинче Нелли 26-мĕш номерпе сцена çине тухнă.

Тăван халăх йăлине анлă сарас, пултаруллă пикесене тупса палăртас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурс Нелли Львовăшăн пуçламăшĕ кăна-ха.

Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика