Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар

09 ноября 2016 г.

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар

Çĕр çинче нумай çул пурăнакансем хисеплĕ. Пурнăçа юратса, умри чăрмавсене çăмăллăн айккинелле сирме пултаракансемшĕн иртнĕ кунсен шучĕ ниме те пĕлтермест. Вĕсене пурнăçри сÿрĕклĕх те хуçма пултараймасть, вутра та çунмаççĕ, шывра та путмаççĕ.

Çакăн пек çынсенчен пĕри те ĕнтĕ Анаткас ялĕнче пурăнакан Агриппина Васильевна Васильева. Пурнăç урапи унталла-кунталла сулăнса çаврăнсан та ÿксе юлман вăл, çирĕппĕн ларса пынă темелле. Октябрĕн 28-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ пулин те ăс-тăнĕ енчен те, сывлăхĕпе те аптрамасть хисеплĕ ветеран. Çак сумлă юбилейпе ăна саламлама Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Иванов килнĕ. Юбиляр ячĕпе ăшă сăмахсем каласа вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунса Раççей Президенчĕн В.Путинăн Саламлă çырăвне панă. Чулкас ял тăрăх Пухăвĕн Анаткас ялĕнчи депутат Е.Иванова чĕрĕ чечексем парнелесе ăшшăн саламланă.
Саламсем, саламсем тата аса илÿсем темĕн чухлĕ пулчĕç ветеран ячĕпе. Агриппина Васильевна йышлă çемьере çитĕннĕ, улттăн пулнă вĕсем: Мария, Степан, Феодосия, Архип, Ольга, чи кĕçĕнни вара - паянхи юбиляр. Ачалăхĕ ялти ытти ачасеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Аслисем мĕн хушнине яланах итленĕ. 1940 çулта ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Анаткасри «Парижская Коммуна» колхозра бригадирта вăй хума тытăннă. «Паргамун» лашапа çÿренине Агриппина Васильевна паянхи кун та ăшăпа аса илет. 1941 çулта вăрçă пуçлансан ялти çынсен канлĕх пĕтет. Ĕçпе пĕрле тăшмана çĕнтерес шухăш та пуçран тухмасть. Çав çулсенчи ытти çамрăксем пекех Агриппина Васильевнăна та çара кайма военкомата чĕнтереççĕ. Анаткас ялĕнчен виçĕ хĕре чĕнтереççĕ, иккĕшне тĕрлĕ сăлтавсене пула илсе каймаççĕ, ялтах хăвараççĕ. Салтака кайма тесе чĕнтернĕ хĕрсене малтанах Хусан хулинче повара вĕрентме тытăнаççĕ. Кĕске вăхăт хушшинче çак профессине алла илсе хĕрсене Мускава илсе каяççĕ. Унта вĕсене тĕрлĕ çар чаçĕсенчен килнисем автомашинăсемпех кĕтсе тăнă. Агриппина Васильевнăпа унăн çар юлташĕ Белоруç фрончĕн 774 стрелковăй дивизин 666 артиллери полкне лекеççĕ. Те поварсем çителĕклĕ пулнипе, те телефонисткăсем çитменнипе часах вĕсене кунта телефонисткăна вĕрентеççĕ.
Вăрçă çинчен вăл нумай калама нихăçан та юратман, халĕ те çавăн пекех. «Пурте вăл вăхăтра нуша курнă. Вăрçăра паллах хĕрсене çăмăл пулман ĕнтĕ. Хĕрÿ çапăçусенче телефон пралукĕсем час-часах талса çыхăнусем çухалатчĕç, пирĕн вара вĕсене шыраса тупса сыпăнтармаллаччĕ, çыхăнăва йĕркелесе ямаллаччĕ. Çапла вара эпĕ Украина, Польша, Латви çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Германие те çитнĕ», - тет вăрçă çинчен калаçнăçемĕн. Ĕçе хăнăхнă чăваш хĕрĕ вăрçă хирĕнче те хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Чаçри командованинчен те сахалах мар Тав çырăвĕсем илнĕ. Правительство унăн паттăрлăхне хакласа «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Хăюлăхшăн» медальсем парса хавхалантарнă тата ытти наградăсем те нумай ветеранăн.
Вăрçăран таврăнсан районти ĕç тăвакан комитетри физкультура пайĕнче инструкторта ĕçлеме тытăнать. Çав вăхăтрах учительсене вĕрентекен курсра куçăмсăр майпа пĕлĕвне малалла тăсать, 1954 çулта Анаткасри шкулта биологи предметне вĕрентет. Ĕç укçи ытла та пĕчĕккине пула учитель ĕçне пăрахса пĕр вăхăт Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хурать. Кунта та вăл хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăрать, коммунистсен юхăмĕн председателĕнче обществăлла майпа тăрăшать. Кунта вĕсем интернатри ачасене шефа илсе тĕрлĕ енĕпе пулăшса пыраççĕ. Анчах та çемьери тĕрлĕ сăлтавсене пула унăн яла таврăнма тивет. Хамăр районпа юнашар Куславкка районĕнчи Энтрипасарĕнчи вăтам шкула ĕçлеме вырнаçать. Çак хушăрах вăл Хусанти педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет. 1966 çулта ăна Энтрипасар шкулĕнче директорта ĕçлеме çирĕплетеççĕ. Кунта вăл çĕнĕ шкул тата вĕрентекенсем валли хваттерсем туса хута ярассипе питех те нумай ĕçлет. Унсăр пуçне ытти тĕрлĕ мероприяти те тăтăшах ирттерет. Вăхăт шуни сисĕнмест те, часах вăл 1976 çулта, тивĕçлĕ канăва тухать. Вăрçă хыççăнхи хăйĕн ĕç кун-çулне пĕтĕмпех ачасемпе çыхăнтарнă ветеран тивĕçлĕ канăва тухсан та лăпкă пурăнайман, 1978 çулта Чупайĕнче пурăннă тăлăха юлнă тăванĕн ачине Маринăна хăйĕн хÿтлĕхне илет. Паянхи кун Агриппина Васильевнăна пурте хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Хăй те вăл çынсемпе тарават. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика