Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăр çинче хăрушă!

25 ноября 2016 г.

Кĕр вĕçленнĕ, хĕл пуçланнă тапхăрта пăр питех те ултавлă. Çакă сывлăш температури пĕр пек пулманнипе çыхăннă. Çÿхе пăр çине кĕме хăрушă, кĕтмен инкек сиксе тухма пултарать, çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăласси те инçе мар.

Çак тапхăрта уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Çыран хĕррине аннă чухне сыхлăха çухатмалла мар, мĕншĕн тесен пăр çанталăк ăшăтнăçемĕн çырантан уйрăлса пырать, пăр айне сывлăш тулать. Çакна та шута илмелле: шыв юхакан, çăлкуçсем тапакан вырăнсенче пăр уйрăмах çÿхе. Йывăç-тĕм, хăмăш ÿсекен вырăнта та пăр пĕр пек çирĕпленсе çитеймест, çын йывăрăшне чăтаймасть.

Ноябрь уйăхĕн юлашки кунĕсем. Çапах та хĕл ларман-ха. Çавна май юхан шывсенчи, пĕвесенчи пăр çÿхе. Тин кăна шăннă пăр пулăçсене питĕ илĕртет пулин те, çав вăхăтрах шар кăтартма пултарать. Акă, иртнĕ вырсарникун Атăл çинчи çÿхе пăр катăлса çыранран уйрăлнă та 12 пулăç «тыткăна» лекнĕ. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă операцире çăлавçăсем пулăçсене çыран хĕррине илсе тухнă.

Хăрушлăх пысăк пулнине пурте пĕлеççĕ, анчах та пăр çине пурпĕр тухаççĕ. Паллах, кашни пĕве е юхан шыв умне çăлавçă çирĕплетеймĕн. Çавăнпа та пулăçсен пăр çине кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла. Пăр хальлĕхе 5-7 сантиметр кăна-ха. Чăваш Республикин Граждан оборонин патшалăх комитетĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çанталăк 10-15 градус таран сивĕтиччен, пăр хулăнăшĕ 10 сантиметртан кая мар пуличчен пăр çине кĕме юрамасть.

Унта кĕриччен чи малтанах вăл мĕнлерех пулнине сăнамалла. Çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме юрамасть. Пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар. Пулă тытнă чухне пысăках мар лаптăкра шăтăк нумай тумалла мар. Пĕрле пуçтарăнма, сикме е чупма юрамасть. Кашни пулăçăн хăйĕнпе пĕрле çăлав хатĕрĕ илмелле: 12-15 метр канатăн пĕр вĕçне 400-500 грамм йывăрăш япала çирĕплетмелле, тепĕр вĕçне йăлă тумалла. Пулăçсен çанталăк çумăрлă, юрлă е тĕтреллĕ чухне пăр çине кĕмелле мар. Инкеке лекнисене асăрхасан 112 телефон номерĕпе шăнкăравласа çăлавçăсене чĕнмелле.

В.НИКИФОРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика