Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта пурăнакансен харсăрлăхĕпе мухтанатпăр

11 ноября 2016 г.

Ялта пурăнакансен харсăрлăхĕпе мухтанатпăр

Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Владимир Викторович Николаев (сăн ỹкерчĕкре сылтăмри, ашшĕпе пĕрле) комбайнера ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕнче парнепе хавхалантарнă. Виççĕмĕш çул кăна тăрăшать вăл асăннă хуçалăхра. Кăçал "Вектор-410" комбайнпа 14500 центнер тырă çапса илнĕ. Николаевсен çамрăк çемйинче хĕрача ỹсет. Владимир техникăна юратни, лайăх пĕлни ашшĕнчен те куçнă пулĕ. Виктор Владимирович вунпĕр çул ял хуçалăх производство кооперативĕн тилхепине тытса пырать. 37 çул уй-хир карапĕн штурвалĕ умĕнче. Кăçал та вырма вăхăтĕнче ывăлĕпе пĕрле тырпул пухса кĕртме хутшăннă.

Пирĕн районти ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансем хăйсен кăçалхи тĕллевĕсене аван пурнăçларĕç тавралăха шурă кавир витиччен. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 25,3 пин тонна пухса кĕртрĕç. Гектар тухăçĕ 22,5 центнерпа танлашать, çĕрулми - 230.

Ленин ячĕллĕ хуçалăхри В.Николаев, "Акконд-агро фирма" обществăри А.Александров, Николаев хресчен фермер хуçалăхĕнчи В.Николаев, Моряков ХФХ-чи А.Иванов комбайнерсем ырă тĕслĕх кăтартнă кăçал вырмара. Вĕсем 10 пиншер центнер ытла тырă пухса илнĕ.

Выльăх пăхакансене те ырăпа асăнмалла. Тăхăр уйăхра пур йышши хуçалăхсем 16 пин тонна сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран - 4273 килограмм, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумайрах ку кăтарту. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 7828 пуçа çитнĕ. Хресчен фермер хуçалăхĕсенче пурĕ 667 ĕне (632) усраççĕ.

А.Антоновапа П.Семина ("Акконд-агро фирма"), Л.Шуйковапа М.Никитина (Грачев ХФХ) дояркăсем малта пыраççĕ. Г.Салмина, М.Петров, З.Шашкова выльăхсене тăрăшса пăхаççĕ.

Çăмăл мар пулин те ак, выльăхсене çак кунсенче çĕнĕ çĕре куçарма пултарчĕç "Красная Чувашия" ЯХПКра. Маларах Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕнче ĕне витине реконструкциленĕ. Тĕрлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлассипе малалла ĕçлеççĕ Тăвай енре.

Чăваш Ен - агропромышленноç регионĕ. Пирĕн республика ял хуçалăх производствин ỹсĕмне тивĕçтернине палăртаççĕ ертỹçĕсем. Федерацин Атăлçи округĕнче эпир кашни 100 гектар çĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх, сĕт туса илнин калăпăшĕпе малти вырăнсене йышăнатпăр. Фермăсенче мăйракаллă шултра выльăхсен, çав шутра ĕнесен йышĕ ỹснĕ. Продуктивлăх кăтартăвĕ те начар мар.

Пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса ĕçлесен республика та, район та малашне те аталансах пырĕç.

В.ФЕДОРОВ.

Грачев хресчен фермер хуçалăхĕ - районта чи пысăккисенчен пĕри. Вăл 2005 çулта йĕркеленнĕ. 2008 çулччен сыснасем ĕрчетнĕ, ун хыççăн ĕне выльăх продукцийĕ туса илессипе ĕçлеме пуçланă. Кăçалхи 10 уйăхри сăвăм кашни ĕне пуçне 6030 килогрампа танлашнă. Районти чи пысăк кăтарту ку. Сăвакан ĕнесен йышĕ пĕлтĕрхинчен ỹснĕ. Çак кунсенче Кармалта çĕнĕ пăру витине хута яраççĕ. Хресчен фермер хуçалăхĕн ỹсĕмĕнче, сулмаклăн малалла аталанса пынинче Валерий Грачев ертỹçĕн, çавăн пекех унăн тăван пиччĕшĕн Валентин Геннадьевичăн тỹпи пысăк.

Нумаях пулмасть Валерий Геннадьевича (сăн ỹкерчĕкре) Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе чысланă.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика