Юськасинское сельское поселение Моргаушского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руль умĕнче ирттернĕ пурнăç

09 ноября 2016 г.

Экономикăра тăтăшах пулса иртекен ырă улшăнусенче, çынсен хутшăнăвĕсенче юлашки çулсенче автомобиль транспорчĕн пĕлтерĕшĕ уйрăмах ÿсрĕ. Çапла вара автомашина паян унчченхи пуянлăх паллинчен ытларах хутшăну мелĕ тата вăхăтлă ĕç хатĕрĕ пулса тăчĕ. Ăна кура водитель пĕлтерĕшĕ те куç умĕнчех малти вырăна тухрĕ.

..."Ударник" ял хуçалăх производство кооперативĕ яланах шыравра, унăн ĕçченĕсем те кун сиктермесĕр производство аталанăвĕшĕн вăй хураççĕ. Малашлăхпа пурăнакансен ялан майлах пур çĕрте те ĕç вĕресе тăрать кăна. Кунта манăн-санăн тесе ĕç тиркекен çук. Виталий Петров водитель те (сăн ÿкерчĕкре) ыттисемпе пĕрлех. Хушнă ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлассишĕн тăрăшать вăл. Ĕçрен пушаннă вăхăтра хăй сисмесĕрех юнашар ĕçлекен çамрăксем çине пăхса шухăш авăрне кĕрсе кайрĕ. Ĕç стажне куç умне кăларса çак самантра Виталий Кириллович хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ: "Тĕлĕнмелле, çавăн чухлех пулчĕ-ши вара; Чăннипе каласан 1969 çултанпа миçе пин çухрăм хыçа юлмарĕ-ши, миçе пин тонна тиев турттарăнмарĕ-ши;.."

Кĕске кану вăхăтĕнче хăйĕн патне пырса çак ыйтăва хускатсан, аксакал-шофер хуравран пăрăнмарĕ. Калаçăва юнашар иртекен автоçул инçĕшне тинкерсе пуçларĕ. Ĕç опычĕ пысăккине кура кашни ыйту çинех хуравĕ хатĕр унăн паян:

- Йÿçкассинчи вăтам шкул хыççăн манăн хула таврашне каяс шухăш пулман. Ялтах тĕпленмелле. Çапла вара Вăрманкассинчи 5 ачаллă хресчен çемйинче ÿсрĕм, алла аттестат илсен водителе вĕренме кайма шухăшларăм. Аттепе анне хирĕçлемерĕç, ывăлĕ пурнăç çулĕ çине тухса пынишĕн савăнчĕç кăна, - ăшă кулăпа аса илчĕ арçын çур ĕмĕре яхăн каяллахине.

Пилĕк уйăх авомашина тытăмне, унпа çÿрессине, çул-йĕр правилисене вĕренсе алла водитель правине илсенех Виталийăн хĕсмете кайма ят тухать. Инçетри Германи çĕршывĕнче служба çулĕсене ирттернĕскер, унтах автомашинăпа ĕçлессине алла илет.

Нумай ачаллă çемьере ÿснĕскер унталла-кунталла выляма хăнăхман. Çапла вара çартан таврăнсан та пурнăçри малашлăха ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма шухăшланă Виталий Вăрманкассинчи "Труд" колхозра водитель пулса ĕçлеме пуçлать. Унтанпа 47 çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрти кашни кун Виталий Кирилловичшăн ĕнерхи пекех асра.

Аса илес пулсан вара А. Михайлов председателе ГАЗ-69А автомашинăпа "Труд" уй-хирĕсем тăрăх илсе çÿрени, "Ударникпа" пĕрлешсен те ăна, каярахпа ĕç коллективне ертсе пынă З. Кутузова, П. Давыдова çула илсе тухни, çитмелли çĕре вăхăтра çитерни паян та куç умĕнче. Унăн шанчăклăхне туйнипе ертÿçĕсем те яланах инçе çула Виталийпе тухма тăрăшнă. Çапла вара ĕç ĕмĕрĕнче В. Петров Тюмень тăрăхĕнче ĕçленĕ хамăрăн ентеш Социализмла Ĕç Геройĕ П. Прокопьев патĕнчен пуçласа Беларуçе, Волгограда, Дон çинчи Ростова тата ытти çĕре те çитсе килнĕ.

Виталий Кириллович нумай ачаллă хресчен çемйинчен тенĕрен. Виçĕ ывăл та икĕ хĕр пулнă вĕсем. Арçын ачисем ÿсерехпе пурте водителе вĕренсе тухнă. Çакăншăн манăн пĕлĕшĕм хăй савăннине палăртрĕ. Мăшăрĕ Елена Тимофеевна хуçалăх зоотехникĕ пулнă. Çав вăхăтрах вăл маттур арçынна хĕрпе ывăл парнеленĕ. Ывăлĕ - Игорь - агроном специальнăçне алла илнĕ пулсан та, ашшĕн ĕçне пăрахмасть: вăл та паян руль умĕнче çÿрет. Водительсен династийĕ темелле пулĕ кăна. Калаçу çакăнта çитсен Виталий Кириллович хăйĕнпе калаçма вăхăт тупнăшăн тав туса калаçăва урăх еннелле пăрса ячĕ.

Ялта çуралса ÿссе пурнăç çулĕ çине хăйĕн тăрăшуллăхĕпе тухнăскер, Виталий Петров паян нумай çамрăкшăн ĕçри тĕслĕх пулса тăрать. Пурнăçра çирĕп çул суйласа илнĕскер, хăйĕн ĕçĕпе яланах ыттисене пулăшассишĕн тăрăшнă вăл. Çакна шута хурса Виталий Кирилловича хуçалăхпа районăн тата республикăн Хисеп грамотисемпе те пĕрре мар чысланă. "Чи пахи вара - 1990 çулта "Районти чи лайăх водитель" ята тивĕçни", - терĕ аксакал-водитель çамрăксене те хăйĕнчен тĕслĕх илме сĕнсе.

Автомашинăна вырăнтан хускатнă водительрен унăн ĕмĕт-шухăшĕпе килĕшсе уйрăлтăм.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Юськасинское сельское поселение

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика