Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » П. Давыдовăн ырă сăнарĕ яланах асра пулĕ

14 октября 2016 г.

Пултаруллă ертÿçĕ, ял хуçалăх производствин анлă тавракурăмлă йĕркелÿçи, «Хисеп палли» орден кавалерĕ, Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Хисеп грамотипе наградăланă, РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден мадалĕпе наградăланă Раççейри ял хуçалăх наукисен академийĕн çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институчĕн «Ударник» предприяти директорĕ Платон Павлович Давыдов 2012 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Унăн ырă сăнарĕ вара яланах пирĕн асра пулĕ.

Октябрĕн 8-мĕшĕнче, Ял хуçалăх тата продукци тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕнче, Платон Павлович Давыдовăн ырă ятне асра тытса тата ăна хисеплесе унăн çывăх çыннисем, ĕçтешĕсем, юлташĕсем, ăна сума сăвакансем, район тата республика представителĕсем «Сывлăх» спорт комплексĕнче пухăнчĕç. Кунта П. Давыдов ячĕллĕ куçса çÿрекен кубока çĕнсе илессишĕн арçынсен командисем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртрĕ. Асăну турнирне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ.

- Давыдовсен çемйи асăну турнирне ирттересси пирки ырă пуçарупа тухсан район администрацииĕ ырласа кăна йышăнчĕ. Район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Платон Павлович Давыдовăн ырă сăнарне эпир яланах асра тытăпăр, унăн ĕçĕ нихăçан та мăнăçмĕ, - терĕ Ростислав Николаевич турнира хутшăнма килсе çитнĕ командăсене ăнăçу сунса.

П. Давыдовăн ывăлĕ Александр, унăн çывăх çыннисем спортсменсене, кунта хутшăнакан ытти çынна хапăл туса йышăнчĕç. Александр Платонович хăй те спортпа питех те çывăх пулнăран волейбол ăмăртăвĕ районта ытларах та ытларах аталанса пынине, спортпа туслă пулмаллине палăртрĕ, çакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн хăй тата ыттисен ячĕпе тав турĕ.

Платон Павловичăн ырă ĕçне асăнакансем, ăмăртура ăнăçу сунакансем хушшинче çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов, «Советская Чувашия» хаçат представителĕ Вячеслав Иванов тата ыттисем пулчĕç. Палăртма кăмăллă, вăл сумлă çыннăмăрăн ĕç-хĕлне уйрăм кĕнекере çутатма пуçланă.  

Асăну турнирĕ районта виççĕмĕш хут иртрĕ. Унта ăмăртма «Ударник», «Райбыт», «Нискасы», «ЧГУ», «Аликово», «Райгаз», «Оринино», «Путь Ильича», «Ярабай» тата Москакасси ял тăрăхĕн командисем килсе çитрĕç. Хĕрÿ тупăшу «Сывлăх» комплексра тата Муркаш шкулĕн спорт залĕнче иртрĕ.

Кашни çулах ăмăртăва лайăх хатĕрленнĕ спортсменсем хутшăнаççĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш çулĕнче, 2014 çулта, куçса çÿрекен кубокпа «Передовик» командăна чысларĕç. Черетлĕ иккĕмĕш çулта «Ударник» команда турнир çĕнтерÿçи пулчĕ. Кăçал та «Ударник» команда чи ăнăçлă вылянине куртăмăр, куçса çÿрекен кубок вĕсене тиврĕ, иккĕмĕш - «Аликово» команда, виççĕмĕш «Оринино» команда пулчĕ.

- Çакăн пек пысăк йыш çине пăхатăп та пĕр хурланатăп, пĕр савăнатăп. Эпĕ Платон Павловича хисеплесе килнĕ çынсене тав тăватăп, унăн ырă сăнарне яланах çапла асра тытасчĕ, - терĕ П. Давыдовăн мăшăрĕ, Светлана Александровна, ăмăртăва хутшăнакансем çине кăмăллăн пăхса.

Р. Илларионова.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика