Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтака каясси - чыслă тивĕç

23 ноября 2016 г.

Çамрăк чухнехи час-часах аса килет. Пирĕн вăхăтра Тăван çĕршыва сыхлама каясси пархатарлă та хисеплĕ ĕç шутланнă. Никам та салтака каяссинчен пăрăнса юлман. Салтак пурнăçĕ иртнĕ вăхăтра та ансат пулман, паянхи кун та çăмăл мар, унта кунсеренех тĕрлĕ йывăрлăх витĕр тухма тивет.

Эпĕ Германинче авиаци çар чаçĕнче виçĕ çул та виçĕ уйăх пулнă. Ют çĕршывра службăра пулма ансат мар, паллах. Совет çарне кайма вăхăт çитнĕ кашни сывă йĕркеллĕ каччăн Тăван çĕршыв умĕнче тĕп тивĕçне пурнăçламаллах. Мĕнпур ашшĕ-амăшĕн ывăлĕсене вăрçа мар, çĕршыва тăшманран сыхлама ăсатмалла, унтан лайăх кĕтсе илмелле пултăр. Совет влаçĕ вăхăтĕнче салтака каякан каччăсем юлташĕсемпе лашапа тутăр вĕçтерсе, купăспа салтак юрри юрласа, ялти ратни-тăванĕсем патне хăнана кĕрсе тухнă. Ял хĕрĕсем салтака каякан каччăсене тутăрсем пуçтарса панă. Пĕкĕ çине шăнкăрав çакнă, унăн икĕ енне тутăрсем çыхнă. Лашапа, купăс каласа, салтак юрри юрласа, çỹрени мĕн тери илемлĕ те илĕртỹллĕ пулнă çав самантра. Ял-йыш, ратне, тăвансем пурте ял хĕрне салтак ăсатма тухнă. Çамрăксем Тăвайне лашасемпех ăсатма пынă. Служба хыççăн сывă, йĕркеллĕ çаврăнса килме ырлăх-сывлăх суннă салтака. Халĕ вара ĕлĕкхи ырă йăла-йĕрке манăçа тухма пуçларĕ пулас. Кам салтака кайнине çын урлă кăна пĕлетпĕр халь.

Паянхи куна хăш-пĕр ялсенче салтака каякан çамрăксене хисеплĕ, сумлă ăсатаççĕ, пур çĕрте те мар паллах. Хальхи каччăсем хушшинче патриотизм туйăмĕ чакса-хавшаса пынăн туйăнать. Халь виçĕ çул мар, пĕр çул кăна службăра пулмалла. Апла пулин те Тăван çĕршыва сыхлама каяссинчен пăрăнса юлма тĕрлĕ сăлтав шыраççĕ хăш-пĕр каччăсем. Вĕсене ку енĕпе ашшĕ-амăшĕ те пулăшать пулас.

А.ИВАНОВ. Çăлпуç ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика