Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2017 çулта Республика кунне ирттересси çинчен

18 ноября 2016 г.

Чăваш Республикин "Чăваш Республикин патшалăх уявĕ çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн муниципалитет пĕрлĕхĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хавхалантарас, вĕсен инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерес тĕллевпе çапла йышăнатăп:

1. 2017 çулта Республика кунне уявлассипе çыхăннă тĕп мероприятисене хатĕрленсе ирттерессине Шупашкар хулинче тата Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене хăйсен территорийĕнче ирттермелли правăна çĕнсе илмелли Чăваш Республикин муниципаллă районĕсемпе хула округĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ Пăрачкав районĕнче йĕркелес.

2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн:

2017 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе пурнăçламалли мероприятисен планне туса хатĕрлемелле тата çирĕплетмелле;

Пăрачкав районне ялсен общество инфратытăмне аталантарма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тỹлессине тивĕçтермелле.

3. Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене 2017 çулта йăлана кĕнĕ "Акатуй" уявĕсем, Республика кунне халалланă ытти культмассăллă тата спорт мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерме сĕнес.

4. Çак Указ ăна официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă кунран пуçласа вăя кĕрет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ.

Шупашкар хули, 2016, чỹк, 10, 164 №.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика