Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв лăпкăлăхне сыхлĕç

15 ноября 2016 г.

Ĕнер, ноябрĕн 14-мĕшĕнче, призыв комиссийĕ витĕр тухнă каччăсен тепĕр ушкăнĕ çара ăсанчĕ. Ушкăнăн-ушкăнăн салтак юрри шăрантарса ирхи сакăр сехет тĕлне çитрĕç çамрăксем палăртнă вырăна. Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Муркаш-Элĕк пайĕн начальникĕ Владимир Иванович Казаков салтак атти тăхăнакан Артур Митрофанова (Янкурас), Сергей Маркова (Чулкаç), Иван Григорьева (Ураскилт), Дмитрий Евдокимова (Ехремкасси), Александр Кузьмина (Крымсарайкка), Денис Леонтьева (Писĕп) çак тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама ăнăçу сунчĕ. Пурин те киле тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитмеллине палăртса каларĕ. Çавăн пекех вăл ашшĕ-амăшне сывлăх енчен çирĕп, çĕршыва юрăхлă ывăлсем çитĕнтернĕшĕн тав турĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика