Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр парни пуян

11 ноября 2016 г.

Ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕнче районти культурăпа кану центрĕ илемлĕ курава халăха пуçтарчĕ. Залра экспонатсем пурне те тыткăнларĕç. Кашни ял тăрăхĕ тĕрлĕ çимĕçсенчен чĕрчун евĕр ĕлкесем ăсталанă. Акă Питĕшкасси ял тăрăхĕ хăйсен сĕтелне «Кăмпасен планети» ят панă. Шĕмшешсем макаронсенчен тунă ÿкерчĕксем кăтартрĕç. Йăлкăш ял тăрăхĕнче тăрăшакансем юмахри сăнарсене пахча çимĕçрен хатĕрленĕ. Элĕк ял тăрăхĕн сĕтелĕ çинче вара чăн-чăн парне. Асаматри Надежда Андреева купăста çулçисенчен сăрăсемпе усă курса автанпа чăх ăсталанă. Чăххи ылтăн çăмартасем туни тата интереслĕрех пулчĕ. Пĕтĕмĕшле курав килĕшÿллĕ иртрĕ.  

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика