Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нỹшкассинче - çĕнĕ ФАП

26 августа 2016 г.

Нỹшкассинче - çĕнĕ ФАП

Халăха пурăнакан вырăнта медицина пулăшăвĕпе вăхăтра, пахалăхлă тивĕçтерес тĕллевпе республикăри ялсенче 2013-2015 çулсенче модульлĕ 100 ФАП хута янă. 2016-2017 çулсенче программăна малалла тăсса - 50, 2019 çулччен тата 50 фельдшер пункчĕ хăпартма йышăннă.

Пĕрремĕш ФАПа пирĕн районти Вырăс салинче хута янă. Ăна уçма Республика кунĕнче, 2013 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче, регион ертỹçи Михаил Игнатьев, Тăвай ене уява килнĕ ытти сумлă хăнасем хутшăннă. Ун хыççăн çакнашкал медицина пулăшăвĕ памалли объекта Çĕнĕ Ишпуçĕнче, Вăтаялĕнче, Амалăхра, Тенеялĕнче ĕçе кĕртнĕ. Çывăх çулсенче Йăнтăрчăпа Çăлпуç ялĕсенче тумалла. Виçĕмкун, çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Нỹшкассинче Тăвай енри 6-мĕш фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Элпуç ял тăрăхĕнче çак çĕнĕ медицина объектне тăвас ĕçе кăçалхи ака уйăхĕнче пуçăннă. Шупашкарти "Эльбрус" ООО ĕçченĕсем никĕсне ярса çуртне купаланă, кĕске хушăрах пĕтĕм ĕçе вĕçлесе фельдшерпа акушер пунктне хута та ячĕç. Элпуç ял тăрăхĕ тăрăшнипе ФАП çуртне шыв, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Йĕри-тавра тирпей-илем кỹрессипе те нумай тимленĕ.

Паллах, ку чухнехи хăтлă фельдшерпа акушер пункчĕ пурри аякра вырнаçнă ялта пурăнакансемшĕн калама çук пысăк савăнăç. Ялтан тухмасăрах кашни çын хăйĕн сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине май килнĕ таран тĕрĕслеттерме, чирсем вăраха ан кайччăр тесе çийĕнчех сипленме пултарать.

Паллах, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ самант ял историне кĕрсе юлать, вăл паянхи пурнăç аталанăвне туллин сăнлать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Козлов республикăпа район ертỹçисене тав турĕ, ял çыннисене чун-чĕререн саламларĕ, пурне те сывлăхлă пулма сунчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке çак ĕçе пысăка хурса хакларĕ, ФАП тума хутшăннă çынсене пурне те тав сăмахĕ каларĕ, вырăнти халăх хастарлăхне те палăртрĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин амăшĕсемпе ачасене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕн çумĕ Зоя Григорьева, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Юрий Зорин, "Тăвай районĕнчи тĕп больница" бюджетлă сывлăх сыхлав учрежденийĕн тĕп врачĕ Наталия Мефодьева, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Михаил Иванов сывлăх сыхлавĕн проекчĕн тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Ял халăхне вăхăтра пирвайхи пулăшу пама, профилактика ĕçĕсене вăхăтра туса пыма, сывă пурнăç йĕркине ял халăхĕ хушшинче çирĕплетме сĕнчĕç. Фельдшерпа акушер пунктĕнче ку ĕçсене пурнăçлама меллĕ условисем пуррине палăртрĕç. Тăвайри Михаил Архангел чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте, Мучарти чиркĕвĕн настоятелĕ Роман атте те сăмах каларĕç, ырă ĕçсем тума пиллерĕç. Вырăнти халăх ячĕпе Елена Фомина сăвăлласа çырнă тавне вуласа пачĕ. Тăвайри, Элпуç ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсемпе çамрăк юрăçсем те уява илемлетрĕç.

Фельдшерпа акушер пунктĕнче Антонина Яковлева вăй хурать. Нỹшкассинче пурăнакан кашни çынах çак çĕнĕ сиплев çуртĕнче ырă кăмăл, ăнлану, килĕшỹ, пулăшу туптăр. Хăвăра упрăр, сывлăхлă пулăр!

Первоисточник: "Ял ecченe"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика