Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гектартан _ 62 центнер кĕрхи тулă

03 ноября 2016 г.

Çакăн пек тухăç районта сайра-хутра çеç пулать. Кăçал Алманчăри Н. Федоровăн фермер хуçалăхĕнче çитĕннĕ кĕрхи тулă гектартан 62 центнер тухнă! Тулли пучах савăнтармаллипех савăнтарнă.

Пĕтĕмĕшле вара асăннă хуçалăхра 1281 гектарта пĕрчĕллĕ культурăсем акса çитĕнтернĕ. Çурхисем çитĕннĕ вăхăтра хĕвел питĕ хĕртнĕрен, вĕсен тухăçĕ ĕмĕтленнĕ чухлех савăнтарайман, гектартан 23 центнера яхăн çеç тухайнă. Çĕр улми кăларнă вăхăтра районти чылай хуçалăха йĕпе çанталăк чăрмантарнă пекех, Алманчăсене те кал-кал ĕçлеме паман. 65 гектарта çитĕннĕ "Иккĕмĕш çăкăра" гектартан 145 центнер пуçтарса кĕртейнĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пуçласа хĕвел тухакан ялти фермер 300 гектарта хĕвелçаврăнăш та çи- тĕнтернĕ. Ăна вăхăтра çапса илсе вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика