Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Комбайн» ЯХПКра - чи пысăк ĕç укçи

26 октября 2016 г.

26 октября 2016 г.

Кăçалхи 9 уйăхра районти ялхуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 16052 тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вăл 1966 тенкĕ е 14 процент ытларах пулнă.

Чи пысăк ĕç укçи - 19005 тенкĕ - «Комбайн» ЯХПКра. Ялхуçалăх производство кооперативĕнче, иртнĕ çулхи 9 уйăхрипе танлаштарсан,  ĕçлекен пĕр çыннăн пĕр уйăхри вăтам шалăвĕ 4440 тенкĕ е 30 процент ÿснĕ.

Отчетлă тапхăрта «Победа» ОООра тăрăшакан кашни ĕçченĕн пĕр уйăхри вăтам шалăвĕ 17320 тенкĕпе, «Рассвет» ЯХПКра – 16998 тенкĕпе танлашнă.

Шел пулин те, хальлĕхе чи пĕчĕк ĕç укçи илекенсем - «Кушка» ЯХПКра ĕçлекенсем. Кунта вăй хуракан кашни çын пĕр уйăхра вăтамран 13605 тенкĕ анчах алла илейнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика