Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Техникăна хĕле хатĕрлеме вăхăт

Çулталăк вĕçленсе пырать. Уй-хирсенче шăв-шав чарăнчĕ тесен те йăнăш мар. Çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртсе, комбайнсене, ака агрегачĕсене хĕле хатĕрлесе лартнă. Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресченпе фермер хуçалăхĕсенче техникăна хĕле хатĕрлессине лайăхлатас енĕпе смотр-конкурс йĕркеленĕ.

Çавна май ку ыйтăва пирĕн районта та тимлĕхсĕр хăварман. Комсомольски районĕнчи ял хуçалăх техникине упрас, агропромышленность комплексĕн организацийĕсен машинăпа трактор паркĕсене йĕркене кĕртес тĕллевпе конкурс ирттереççĕ. Районта ку ыйтупа ятарлă комисси ĕçлет. Ăна патшалăх техника надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Сергей Кокарев ертсе пырать. Ял хуçалăх техникипе агрегачĕсене хĕле мĕнле хатĕрлесе лартнине, территорие тимĕр-тăмăртан, ытти ăпăр-тапăртан тасатнине, ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăннине тĕрĕслеççĕ.

Кăçал сентябрь уйăхĕнче çумăр çуса тăнипе ку ĕç каярах пурнăçланма пуçларĕ. Çапах та хуçалăхсенче техникăна вăхăтра тирпейлесе кĕртес ĕç пуçланнă. Смотр комиссийĕ те районти предприятисенче ял хуçалăх техникин эксплуатацине лайăхлатас, вĕсемпе усă курас тапхăра вăрăмлатас тесе нумай тăрăшнине пĕлтерет.

Смотр ирттернĕ вăхăтра "Çĕрулмине мухтав" агрофирма, "Рассвет", "Труд", Асаново", "Слава" ЯХПКсем, "Урожай" колхоз чи лайăх кăтартусемпе палăрнă. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни çулах техникăпа усă курас тапхăра ỹстерессипе, эксплуатаци валли сахалрах укçа-тенкĕ пĕтерессипе çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăраççĕ.

Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăна упрассипе тивĕçлĕ шайра ĕçлеменни сисĕнет. Вĕсенче трактор-комбайнсене йĕркене кĕртсе çитермен, стандарт ыйтнипе хатĕрлемен, резинăсене ятарлă составпа сĕрмен тата ытти те. Çак çитменлĕхсем техникăн ĕмĕрне самай чакарнине пуçа чикмеççĕ пулмалла ертỹçĕсем.

Иртнĕ смотр-конкурс тăрăх комисси "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăна пĕрремĕш вырăнпа чыслама шутланă. Иккĕмĕш вырăнта - "Труд" ЯХПК, виççĕмĕш - "Рассвет" ЯХПК.

С.КОКАРЕВ.



"Каçал Ен"
01 ноября 2016
08:02
Поделиться