Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ чиркĕве сăвапларĕç

03 октября 2016 г.

Иртнĕ шăматкун, Турă Хĕресне Çĕкленипе çыхăннă уяв умĕн, Шĕнерпуç ялĕнчи чиркĕве сăвапларĕç. Çĕнĕ чиркỹре сăвап йăли-йĕркине тата пĕрремĕш хут Турра кĕлтăвассине (литургие) Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава хушнипе Гурий архимандрит ирттерчĕ. Кĕлле район админи-страцийĕн тата Шĕнерпуç ял тăрăхĕн представителĕсем, чиркỹ тăвакансем тата пулăшакансем, çывăхри ялсенче пурăнакансем хутшăнчĕç. Кĕлĕ вăхăтĕнче Сĕнтĕрвăрринчи Хусан Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркỹ хорĕ юрларĕ. Гурий атте кĕлĕ вĕçленсен шĕнерпуçсене çĕнĕ, Турра ĕненсе пурăнмалли тапхăр пуçланнипе саламларĕ. Вăл ял çыннисем çак саманта чăтăмсăр кĕтнине палăртрĕ. Халĕ вĕсен Турра кĕл туса пурăнма пĕтĕм условисем пур. Гурий атте Григорий Петрова, чиркỹ тума тата ăна кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме нумай вăй хунăскере, сăваплă Авраамий Болгарский ячĕллĕ 3-мĕш степеньлĕ медаль парса чысларĕ. ПИРĔН КОРР

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика